Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗске ҫав самантра, шар тепӗр шар патнелле вирхӗннӗ чухне, вӑл тӗрӗс ҫапман пуль терӗ, анчах вун пӗрмӗш шар сулахаялла ыткӑнчӗ те шӑтӑка чӑмрӗ: ҫапмалли шар бортсенчен икӗ хут перӗнсе «ҫиччӗ» шар патне кусса ҫитрӗ, — хайхискер кӗске борт ҫумӗнчех выртать, — унран перӗнчӗ те чарӑнчӗ — халӗ ҫиччӗмӗш шар каллех борт ҫумӗнчех, анчах шӑтӑк тӗлӗнчех, ҫапмалли шар вара — фут ҫурӑ аяккарах.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Бурматов хӑйӗн кӗске сӑмахне каласа пӗтерчӗ, унтан кӗсйинчен кӗске кӑна кӑранташ татӑкӗ кӑларса, ҫӗрле хӑрушӑ разведкӑна каяс текенсене ҫырса илме хатӗрленчӗ.
Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Эпӗ утса пытӑм, кӗске мӑклӑ ҫаврака пичӗ ҫине пӑхса илтӗм, — пуҫӗнчи ҫӳҫӗ вӑрӑмрах, вӑл пуҫӗ йӗри-тавра кӗске кӗмӗл пайӑркасем пек сапаланса тӑрать, пиҫҫийӗ ҫинче пӗр ҫыхӑ ҫӑраҫҫи ҫакӑнса тӑрать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тусем ҫине улӑхнӑ май пире кӗскерех те сивӗрех ҫу тӑракан ҫурҫӗрелле пит хӑвӑрт куҫса пынӑн туйӑнать; ӗмӗрхи юрсем тӑракан ту тӑррисене улӑхни — кӗске ҫу ҫил-тӑмансемпе те сивӗсемпе хӑвӑрт ылмашӑнакан полярти пӗр-пер вырӑна ҫитнипе пӗрех.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫапла шухӑшланипе вӑл хӑйӗн юлташӗсем патне рапорт пек кӗске ҫырусем анчах ҫырса тӑнӑ, тантӑшӗсем хирӗҫ янӑ ҫырӑвӗсенче ҫакӑн пек кӗске ҫырусем ҫырнӑшӑн ӑна вӑрҫнӑ, вӑл хӑйӗн автобатӗнче пурӑнса бюрократлансах кайнӑ, тесе те тӗрткелесе илнӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Темиҫе мотоциклист анчах, мӑйракаллӑ каскӑсемпе кулӑшла кӗске курткӑсем тӑхӑннӑскерсем, шалпар та кӗске кунчаллӑ атӑсемпе яла вӗҫтерсе ҫитсе пӗр вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑнӑ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Анчах пурте: пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ пӗчӗкҫӗ кӗске кӗрӗкӗ хӑй ҫийӗнче ҫыпӑҫуллӑ пулни те, кӗске карабинне кирлӗ пек тыткалани те, вӑл пултаракан салтак иккенне тата вӑрҫӑн ҫирӗп йӑлине хӑнӑхса ҫитнине кӑтартаҫҫӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Хӗрарӑмсем — чӗркуҫҫи таран (е кӗскерех) ҫӗленӗ брюки (шорты) е хутламлӑ кӗске юбка тӑхӑнаҫҫӗ.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Арҫынсем шурӑ (кӗске е вӑрӑм) шӑлаварпа кӗске ҫанӑллӑ кӗпе е ҫӑм пуловер тӑхӑнаҫҫӗ.Мужчины носят короткие или длинные брюки, рубашку с короткими рукавами или шерстяной пуловер.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑл хӑйне хӑй тыткалани, унӑн типтерлӗ гимнастерки, хытӑ туртса ҫыхнӑ сарлака чӗн пиҫиххийӗ, симӗс шӑлаварӗ, тап-тасах тасатнӑ йӑлтӑртатакан атти, салтаксенни евӗрлӗ кӗске каснӑ ҫырӑ ҫӳҫӗ тата пӑчӑртаса тытнӑ тути хӗрринчи ҫавӑн пекех кӗске каснӑ мӑйӑхӗ, юлашкинчен тата ҫирӗп сасси — ҫаксенче пуринче те командӑсем пама хӑнӑхнӑ ҫыннӑн ҫирӗплӗхӗ палӑрать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Саня картишӗнче тӑнӑ, вӑл кӗске йӗм тата пӗлтӗрхи кӗске ҫанӑллӑ кӗпине тӑхӑннӑ, вараланчӑк ҫара урисене каткари шывпа ҫунӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Академирен тухсан вӗсем хӑйсен хыҫҫӑн пыракан акӑлчансем ҫине, мулкачсенни пек вӑрӑм шӑллӑ, усӑнса тӑракан бакенбардлӑ ҫынсем ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗҫ те — кулса ячӗҫ; хӑйсен гондольерне, кӗске пиншакпа кӗске панталон тӑхӑннӑскерне курсан — кулса ячӗҫ; кӑвакарнӑ ҫӳҫне пуҫ тӳпине купаласа ҫыхнӑ сутӑҫӑ хӗрарӑма курсан — унчченхинчен те хытӑрах кулса ячӗҫ; юлашкинчен пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те — каҫса кайсах кулса ячӗҫ, гондола ҫине ҫитсе ларсанах, пӗр-пӗрин аллине тытса, хыттӑн, хыттӑн чӑмӑртарӗҫ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Чӑнах та, эпӗ пытарса тӑмастӑп, кӗске самантсем, шӑпах вӑт кӗске самантсем, унӑн илемлӗ те мӑнтӑркка питҫӑмартийӗсем илӗртнӗ самантсем пулкаланӑ…— Ну да, я не скрываю, была минута, именно одна минута, когда эти свежие, пошлые щечки…
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кӗске ҫанӑллӑ та юнланса пӗтнӗ ҫӗтӗк гимнастёрка тата кӗскерех кивӗ брюки тӑхӑнса янӑ.На нем была коротка, вся в крови, дырявая гимнастерка и еще короче старые брюки.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл ҫапла тӑнинче мӑнаҫлӑх, йӗрӗнчӗклӗх, темле чӑркӑшлӑх сисӗнчӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑтма ҫук пысӑк мӗскӗнлӗхпе кулӑшла япала та юнашарах, пӗрлех пулчӗҫ, мӗншӗн тесен юри ҫапла майлашӑнса тӑнине пула куҫ умне унӑн кӗске шӑлаварӗ, кӗске пиншакӗ, кулӑшла сӑмси, тӗкне татнӑ кайӑкӑнни пек мӗнпур пӗчӗк кӗлетки татах та уҫӑмлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, пусма ҫине хӗрлӗ ҫӳҫлӗ те пысӑк кукӑр сӑмсаллӑ лутра ҫамрӑк еврей тухса тӑчӗ; хытӑ кӑтра ҫӳҫе хушшинчен ун кукши курӑнать, вӑл йӑлтах кивелсе кайнӑ кӗске ҫанӑллӑ та ҫаврака аркӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ, кӗске шӑлаварпа, ҫавна май ҫын пек мар, тӗкне татнӑ кайӑк пек туйӑнать.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ял Совет крыльци ҫинче, унталла пыракан Давыдова тӳртӗн, пӗр кутамас ҫын тӑрать, пуҫне вӑл шурӑ хӑюпа тӳпине хӗреслетнӗ, йӗри-тавра кӗске касса ҫавӑрнӑ лутра хура кубанка-ҫӗлӗк, ҫине туллатнӑ пӗрмеллӗ кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫын ӗмӗрӗ питӗ кӗске, анчах ҫак кӗске пурнӑҫра та ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ япаласем туса ӗлкӗрме пулать.И как бы ни была коротка жизнь человеческая, можно успеть многое сделать.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Куҫа вӗсем питӗ кӗске вӑхӑта ҫеҫ курӑнаҫҫӗ — ҫеккунтран та кӗске самантлӑха.
Кунунарра ҫийӗн сайра ҫиҫӗм ҫиҫнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/21428.html
Ун чухне халӑх уявӗсен кӗске, анчах питӗ паха та сипетлӗ тапхӑрӗ пуҫланать.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.