Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн тепӗр эрнерен эпӗ паллакан милиционера куртӑм та ҫакӑн пек хыпар илтрӗм: пӗр тӗттӗм кӗрхи каҫ ман юлташӑм хула хӗрринчен, юлташӗ патӗнчен, хӑйӗн хваттерне таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Куҫа хупса кӗрхи ачаш уҫӑ ҫиле хирӗҫ тӑрсассӑн, эсӗ хӑвна такам пӗрремӗш хут чуптунине, пуҫӑнтан ачашласа ӑшӑ аллипе сӑтӑрнине, хӑлхунтан пӑшӑлтатса халиччен илтмен ӑшӑ сӑмахсем каланине аса илӗн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кулма, шӳтлесе вӗҫкӗнленме юратакан, ыран-паянах качча кайма хатӗрленекен вунҫиччӗри хӗр пек те туйӑнать кӗрхи уяр ҫанталӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫуллахи йывӑр ҫӗклемрен — сӗткенлӗ ҫимӗҫсемпе тутӑ тырӑ-пулӑран пушаннӑ кӗрхи тӗнче вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн кутамккине хывса ҫул хӗрринчи ҫерем ҫине канма ларнӑ вӑйпитти ҫамрӑк ҫын пек туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

…Эсӗ, Шупашкарти хӑвӑн пӳлӗмӳнте лараканскер, кӗрхи уяр ҫанталӑкӑн илемне пӗлместӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кӗрхи сивӗ Петроградра тертленсе пурӑннӑ чухне ӑнсӑртран тепӗр чӑвашпа паллашрӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗрлӗ площадь ҫийӗн кӗрхи сивӗ ҫил вӗретчӗ, ҫак вӑхӑтра тӗнчере пӗр чӗрӗ чечек те тупӑнассӑн туйӑнмастчӗ, анчах ҫынсем Джон Рид вилтӑприйӗ ҫине кӑвар пек ҫунса тӑракан чӗрӗ роза ҫыххисем пыра-пыра хуратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫурхи шыв пек, ҫурхи ҫил пек, Вӑхӑтлӑха кӑна юрларӑн, Вара ирпе, кӗрхи ирпе, Сыв пул, тесе мана каларӑн…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗнче илемлӗ, вӑл хӑйӗн хӗллехи тӑманӗсемпе, кӗрхи ҫумӑрӗсемпе, пиҫсе ҫитнӗ панулмийӗсемпе, кашласа ларакан хир-вӑрманӗсемпе, шӑпчӑк юрриллӗ, сирень ҫеҫкиллӗ ҫурхи каҫӗ-кунӗсемпе илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫуралнӑ эп ҫурхи чӗрлӗхпелен, Кӗрленӗ эп кӗрхи кӗрлӗхпелен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хальхи саманара та вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ сирӗлмен кӑна мар, вӑл тапхӑр-тапхӑр ҫӗр ҫине кӗрхи хура пӗлӗтсем пек каплана-каплана тухать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Савӑнӑҫлӑ юрӑ мар ку, темле пит авалхи кӗвӗ, ҫавӑнпа питӗ хурлӑхлӑ та вӑрӑм, кӗрхи ҫумӑрлӑ ҫул евӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗмӗш кун вӑл ял сывлӑшӗпе кӑкӑр туллин сывлать, аслашшӗсем, кукашшӗсем лартса хӑварнӑ йӑмрасем, тирексем хӗле кӗтсе шӑпӑртатса хуйхӑрнине итлет, чалӑшшӑн пӑхакан кӗрхи хӗвелӗн ӑшшине туять.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрхи ҫилсем ҫара хурӑнлӑха лӑскаҫҫӗ, йывӑр хуйхӑ сывӑ юлнисен чӗрисене касать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Часах ак кӗрхи ҫумӑрсем пуҫланӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрхи сивӗсем ҫитичченех хӗр-каччӑсен вӑййи те, улахӗ те ҫавӑнта.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

… Урамра кӗрхи ҫумӑр шӑпӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кӗрхи каҫхи тӗттӗмлӗхе пӑхмасӑр салтак тӑван яла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ку пирӗншӗн кӗрхи кунра аҫа ҫапнӑ пекех, — ҫиллине пытармасӑр хуравларӗ те каччӑ чылайлӑха шӑлланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ялта кашни кал-кал ӗҫлет, Кӗрхи куна кӗтсе илет: Лавруш Ляви лаша кӳлет, Муҫҫей мучи мунча сиплет, Куршук Куҫми хире тухать, Комбайнер вӑл, ыраш вырать, Катиҫ Калли ҫӗртме тӑвать, Ҫӗртме тӑвать, ҫерем уҫать.

Куҫарса пулӑш

Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех