Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрттӗр (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна воеводӑсен ячӗпе Шигалей ханпа тӗплӗн калаҫса пӑхма хушрӗҫ, — вӑл тек ан кутӑнлаштӑр, Мускав представителӗсен сӗнӗвӗпе килӗштӗр, вӗсен сӑмахне итлетӗр, Хусана, нумаях пулмасассӑн та, вырӑс ҫарӗсене кӗрттӗр.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакна эпир вӗсем ҫине диктатор ырӑ куҫпа пӑхтӑр тесе, хӑйӗн тусӗсен шутне кӗрттӗр тесе, пурне те пӗтерекен хӑрушӑ ҫӑткӑнлӑхне пула вӗсене хӑваласа ярас шухӑш ан тыттӑр тесе тӑваттӑмӑр.

Мы этого делали для того чтобы Сулла, при его безумной страсти к истреблению, относился к ним благосклонно, считал их в числе своих друзей и чтобы ему в голову не пришла шальная мысль занести их в проскрипционные списки.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ кайса килем-ха, ыйтам пӗреххут, улма пӗҫерме те пулин кӗрттӗр хуть.

Я схожу сам, попрошу, чтобы он позволил хоть картошку испечь.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

— Йытта кам шыва кӗрттӗр ӗнтӗ халь!

 — Кому же теперь купать собаку?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Шуйттана кам хупаха кӗрттӗр?

Черта впустил кто-нибудь в шинок?

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

4. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! эпӗ мӗн те пулин тунӑ пулсассӑн, аллӑм ӗҫӗ тӳрӗ мар пулсассӑн, 5. эпӗ, — хама пӗр сӑлтавсӑрах курайми пулнӑ тӑшмана та хӑтараканскер, — хама ырӑ сунакана усалпа тавӑртӑм пулсассӑн, 6. чунӑма тӑшман хӑвалатӑр, хӑваласа ҫиттӗр, пурӑнӑҫӑма ҫӗр ӑшне таптаса кӗрттӗр, чапӑма та тӗппипе пӗтертӗр.

4. Господи, Боже мой! если я что сделал, если есть неправда в руках моих, 5. если я платил злом тому, кто был со мною в мире, - я, который спасал даже того, кто без причины стал моим врагом, - 6. то пусть враг преследует душу мою и настигнет, пусть втопчет в землю жизнь мою, и славу мою повергнет в прах.

Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех