Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртне (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула яла таврӑннӑ хыҫҫӑн Михха кӗртне хирӗҫ амаланма тытӑннӑ кӗрешӳ вӑй илет, хӗрнӗҫем хӗрсе пыма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Микулай Уҫӑпчӑн ачи пултӑн пулать, — терӗ Палля мучи, хапхана уҫса, Тимушӑн лашине картишне кӗртне вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кама-кама кӗртне вӑл списока, пӗлетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— О-о, Мишель, сана та пирӗн шута кӗртне иккен?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малтанхи сыпкӑмсем Пэда ҫунтармӑшӗ пӗтнӗ пӑрӑҫ хутӑштарнӑ ӑшӑ шыв пек туйӑнчӗҫ, анчах тепӗр йышӑну пуҫ мимине самаях сумлӑн кӗрлеттерчӗ; ӑна юр кӗртне пырса ҫапнӑ вӗри ҫил авӑкӗпе танлаштарма юрать-тӗр.

Первые глотки показались Пэду тепловатой водой, сдобренной выдохшимся перцем, но следующий прием произвел более солидное впечатление; его можно было сравнить с порывом знойного ветра, хлестнувшим снежный сугроб.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Гранау Кузнецовпа пӗрле машина патне ҫитсе тӑрсан, Николай Иванович куҫ хӗссе систернӗ тӑрӑх, Каминскипе Гнедюк ӑна йӑпӑртах машина ӑшне тӗксе кӗртне те хӗҫпӑшалсӑрлатнӑ.

Когда Гранау подошел вместе с Кузнецовым к машине, Каминский и Гнедюк, по знаку Николая Ивановича, быстро втолкнули его в машину и обезоружил.

Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫӑмӑл хӗҫ-пӑшаллӑ отрядсем Спартак приказне чӗререн итлесе ӗҫе кӗртне.

Легко вооруженные отряды с большим рвением повиновались приказу Спартака.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чиркӳ, тӗне кӗртне чух святой сывлӑш пичетне хурса янӑ пек тунӑ та, кайран ҫынна лӑпкӑнах пурӑнма мӑй панӑ, хӑй те шӑппӑн пурӑннӑ.

Церковь, приложив кисточкой печать дара духа святого во время крещения, оставляла человека в покое и сама почивала в тишине.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Анчах кӗркунне, тыр-пул пухса кӗртне хыҫҫӑн, Паньӑн сӑн ӳкерчӗкӗпе ун ҫинчен хаҫатра чи лайӑх механизатор тесе ҫырнине касса илнӗ те хӑйӗн Винничинине вӗҫтернӗ.

Но осенью, после уборки, прихватив Панину фотографию и вырезку из газеты, где о нем писали как о лучшем комбайнере, укатила на свою Винничину.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Сцена ҫинче тахӑшӗ апчху турӗ, — куна автор хӑй пьесине «кулӑшла самант» вырӑнне кӗртне пулнӑ; урӑхла «кулӑшла самант» унта, паллах, пулман; куракансем вара ҫакна та пулин кӑмӑлласа кулнӑ.

На сцене кто-то чихал; чиханье это было введено автором в свою пьесу, как «комический момент» или «элемент»; другого комического элемента в ней уже, конечно, не было; и зрители удовлетворялись этим моментом, смеялись.

XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Кунта ӑна ерипен ячейка тыттарнӑ, райком членне кӗртне, систермесӗрех политшкул панӑ, унтан контроль комиссине кӗртнӗ, халь акӑ пур ответлӑ комиссисен пӗтӗм пӑтранчӑк, хирӗҫӳллӗ ӗҫӗсене татакан никампа улӑштарма май ҫук членӗ пулса тӑрать.

Тут ему потихоньку ячейку дали, потом ввели в райком, политшколу подсунули, затем КК; он бессменный член всех ответственных комиссий в запутанных и каверзных делах.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Мана тӗттӗм коморӑна тӗртсе кӗртне чух, ҫав хӑрах куҫсӑр пуҫӑнта пӗр пӗрчӗ те пулин ӑс пурччӗ-и?

Была ли в одноглазой башке твоей хоть капля мозгу, когда толкнул ты меня в темную комору?

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ерофей Кузьмич ӑна пӳрте чӗнсе кӗртне, хӑй пит шухӑшлӑ пулнине палӑртса сӑмах тапратнӑ:

Ерофей Кузьмич зазвал его в дом, озабоченно сказал:

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсене хваттере кӗртне старикпе карчӑк ҫамрӑк мӑшӑр тӗлӗнмелле пурӑнни ҫинчен пӗр-пӗринпе нумай калаҫрӗҫ, — пӗртте тин ҫеҫ мӑшӑрланнӑ ҫынсем пек пурӑнмаҫҫӗ, — упӑшкипе арӑмӗ пек те мар, кам пек пурӑннине калама та пӗлес ҫук.

Старик и старуха, у которых они поселились, много толковали между собою о том, как странно живут молодые, — будто вовсе и не молодые, — даже не муж и жена, а так, точно не знаю кто.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех