Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртмелле (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑтлӑ хула тӑрӑхӗ федераллӑ программӑпа килӗшӳллӗн проектӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне — Тӑвайри культура ҫурчӗ умӗнчи сквера тирпейлессине пурнӑҫа кӗртмелле,— тенӗ Николай Иванович.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Витререн типӗ турпас таткисем илсе хутӑм, вута вӗрсех чӗртрӗм те картишне тепӗр хут тухрӑм: ыран валли шыв кӳмелле, вутӑ кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Мунча кӗртмелле хӑнасене!

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Хастарсен шутне Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансене те кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Тен, ӑшран хавшарнине пусарса, пулни-иртнине сӗвӗртсе, хамӑра чӗптӗм те пулин чӗм кӗртмелле?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ ҫӗртен килекен ҫырусене те унӑннах вуласа йӗркене кӗртмелле, уйрӑм тетрадь ҫине ҫырса хумалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Кооператив членӗсен умӗнчи 2023 ҫулхи тӗллевсем те паллӑ: ҫӗр пулӑхне лайӑхлатса пынине, агротехника требованийӗсене ҫирӗп пурнӑҫласа пынине кура кашни гектартан 34 центнертан кая мар тыр-пул пухса кӗртмелле, выльӑхсен хисепне сыхласа хӑвармалла тата вӗсен продуктивлӑхне ӳстермелле, пурӗ 217 тонна аш-какай, 2308 тонна сӗт туса илмелле.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Вӗсене пурнӑҫа кӗртмелле, ҫапла майпа перекетлеме кӑна мар, энергетика хуҫалӑхӗн ӗҫ-хӗл шанчӑклӑхне ӳстерме пултармалла.

Их надо претворить в жизнь и добиться не только прямой экономии, но и повышения надежности функционирования энергохозяйства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин вара вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫитӗнекен ӑрӑвӑн экологи культурине йӗркелемелли пайӑр майсем палӑртакан экологи тӗллевлӗ программӑсене ӗҫе кӗртмелле.

А Минобразования Чувашии необходимо внедрить в образовательных учреждениях экологоориентированные программы с конкретными мерами по формированию экологической культуры у подрастающего поколения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче ҫавӑн пекех тахҫанах сӳтсе явакан пулӑшу майне - тин ҫуралнӑ пепкене наци символикиллӗ парне парассине - ӗҫе кӗртмелле тесе шутлатӑп.

В Год счастливого детства считаю также необходимым запустить давно обсуждаемую меру поддержки – подарок новорожденному с элементами национальной символики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӗҫӗ вара мӑй таран: ыраш вырса пӗтермелле, сӗлӗ вырмалла, вӑрлӑхлӑх авӑн ҫапмалла, ыраш акмалла, кӗлте кӗртмелле

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Канмалли кун уншӑн заводра ӗҫленӗ кунсенчен те кансӗртерех: ирех тӑрса пӳлӗмсене тирпейлемелле, урай шӑлмалла, апат пӗҫермелле, кӗпе-йӗм ҫумалла, якатмалла, пасара кайса килмелле, ачасене шыва кӗртмелле — сахал-им хӗрарӑм ӗҫӗ!..

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ытти ӗҫсем те чылай, вӗсене те пурнӑҫа кӗртмелле тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

— Ман хӗрачапа пӗр хуранта никам ачине те шыва кӗртмелле мар!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патшалӑх енчен тӗрлӗ тӗревсем пур, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелле, пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫласа, пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пыма пӗлмелле», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Ҫакӑн пек хастарсем шутне Вӑрнарти ведомствӑна пӑхӑнман хурал уйрӑмӗн аслӑ полицейскине Алексей Одинцова та тивӗҫлипе кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Асӑрхаттарса хуратӑп: Япанча ҫыннисене ниҫта яла кӗртмелле мар, Хусан мӑрси пулнӑ Усеин-Сеитпа Мамич-Бердее, Сисетпа Сарая яла кӗртмелле мар.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫма памалла мар тутарсене Атӑл леш енчен, кӗртмелле мар кунти ҫӗр-шыва! — терӗ хыттӑн государь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусана вырӑс ҫарӗсен пӗр отрядне кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыйтма та хӑрарӗҫ вӗсем — ӳлӗмрен кӗртмелле-и ҫырупа килекенсене кремль картишне, кӗртмелле мар-и?

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех