Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртмелле (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен пӗр- чӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 20 пин ытла гектар ҫинче пуҫтарса кӗртмелле, асӑннӑ лаптӑк-ра кӗрхисен уйӗсем 6 пин гектара яхӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулли пучах пуҫне таять, эппин, пӳлме кӗҫех тулать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82%d1% ... %b5%d1%85/

«Кӑҫалхи вырма тапхӑрӗнче республикӑри ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсен 303 пин гектар ҫинчен 750 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пухса кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Тӑн кӗртмелле эсрел ҫурине!..

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Тӑн кӗртмелле пӗрре!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Сӳтсе явмалла та паха опыта ҫине тӑрса сармалла, ытти ҫӗрте те ӗҫе кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр туса пӗтерсе ӗҫе кӗртмелле вӗсене.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунта тӗрлӗ йышши хӑватлӑ техникӑна «чун» кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Республика хыснинчен каякан укҫаран 37 миллион ытла тенкине кӑҫал ӗҫе кӗртмелле, ҫитес ҫул вара 275 миллион тенкине расхутламалла.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ тытӑм ҫӗнелмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=bqbwSoVudVA

Подрядчикӑн фюзеляж геометрине йӗркене кӗртмелле, чӳречесем тата алӑксем вырнаҫтармалла, самолета сӑрламалла, ҫутӑ тата видеосӑнав вырнаҫтармалла.

Подрядчик должен восстановить геометрию фюзеляжа, установить окна и двери, покрасить самолет, разместить освещение, а также видеонаблюдение.

Улатӑр районӗнчи самолет-палӑка 1 миллионпа ҫӗнетӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35099.html

Нумай ҫул ӳсекен курӑксен пӗтӗмӗшле лаптӑкне шута илсен, вӗсене кашни ҫул 2000 гектартан кая мар пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

«Ведомствӑсен хушшинчи ҫыхӑну тата тачӑрах пулмалла. Унта пенси фончӗ, Чӑвашстат тата учрежденисене те кӗртмелле», – терӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чухӑнлӑхпа ҫӗнӗ ӗҫ ушкӑнӗ кӗрешет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60473

2023-мӗш ҫулта 10 000 гектара ӗҫе кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

2025-мӗш ҫул вӗҫеччен 27 000 ытла гектар усӑ курман ҫӗре ӗҫе кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх программипе пурнӑҫланакан проектсенчен перекетленнӗ укҫана та ӗҫе кӗртмелле пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Тротуарсене йӗркелесе тавралӑха хӑтлӑх кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Вӗсене ӑс кӗртмелле мӗнле те пулин, унсӑрӑн кая юлсан каю шӑтать тенӗ пек пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑҫал пӗлтӗрхинчен те ытларах ҫул-йӗре йӗркене кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60724

Ӗҫ акӑ мӗнре: чӑвашсен нацилле опера тӑвас ӗмӗте пурнӑҫа кӗртмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл ҫӗрме пуҫласа пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухиччен ӑна склада кӗртмелле, типӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӗҫсене, хутсене йӗркене кӗртмелле.

Пора заняться наведением порядка в своих делах и бумагах.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех