Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртесчӗ (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн те, Лука Палыч, сирӗн пек пуласчӗ, — ӑна хирӗҫ пукан ҫине ларчӗ Раман, — ҫав тачанка хӑвӑртлӑхӗпе пулеметчиксен хӑюлӑхне ҫапса кӗртесчӗ халь пирӗн кӑкӑрсене…

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вилтӑприне йӗркене кӗртесчӗ, шӑтӑк-путӑка хупласчӗ, ҫумкурӑксенчен тасатасчӗ, хитре мар апла, чечексем лартасчӗ, шӑварасчӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳресчӗ унӑн Невски тӑрӑх папаха тӑхӑнса, вӑхӑтра чеҫ парайманнисене тӑн кӗртесчӗ, кинона билет черетсӗр илесчӗ…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хальлӗхе уй-хир куҫа савӑнтарать, малашне пирӗн мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртесчӗ, ҫав тӗллевпе, ӗмӗтпе тӑрӑшатпӑр, — терӗ Иван Александрович Киргизов агроном.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Хӑвӑртрах ӗҫе кӗртесчӗ ҫӗнӗ столовӑйсене.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«…Тӑруках пурне те юсаймӑн-ха. Чи малтан куҫа курӑнакан выртан-тӑрана пуҫтарса, юрамине тухнине те пулин йӗркене кӗртесчӗ. Акӑ тӗкме юсамалла, карта тытмалла, вуттине татса ҫурсан та аван пулӗччӗ», — уйланса тӑчӗ Улькка аппа хура курак (ялти кайӑк-кӗшӗк атаманӗ) янахсӑрланаса кранклатнипе, пуҫтах, пиртӗклӗ салакайӑксем хӑлхана йӳҫӗхтерсе чӗриклетнипе, хӗрлӗ пӗсехеллӗ вӗтӗ кайӑксем — ҫӗр ҫинчи илем хыпарҫисем — ӑс-тӑна кӗмӗл саслӑн минретсе, чун-чӗрене ырӑ тӑвӑнтарса, чечеклентерсе, чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварса чӗвӗлтетнипе янӑраса тӑракан анкартине тухсан.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ман ӑна пӗр-пӗр институтах кӗртесчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Вӗсене йӑлана кӗртесчӗ, тӑтӑшах ирттересчӗ».

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/

— Лайӑх ӗҫлесчӗ, кӑҫал иртнӗ ҫул ҫухатнӑ тырра та пуҫтарса кӗртесчӗ, — теҫҫӗ ыгтисем.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халех акӑ ӑна килӗнчен илӗртсе тухасчӗ те сарайне сӗтӗрсе кӗртесчӗ, сӑнчӑрласа лартасчӗ — ан тив кӑшкӑртӑр.

Выманить бы его сейчас из дому, затащить в сарай и заковать, пусть бы орал.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мӗнле те пулин йӗркене кӗртесчӗ ӑна… малтанлӑха ҫивӗчӗсене касса ярасчӗ хӑть…

Надо как-то привести его в порядок… вот хотя бы срезать косички эти…

Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кӗртесчӗ эппин лашана.

— Тогда въехать бы мне с лошадью-то во двор…

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сирӗн акӑ, улпутӑм, аннӗре ӳкӗте кӗртесчӗ — кунти хресченсем питӗ чухӑн — вӗсен куланайне кӑштах чакартӑрччӗ вӑл!

А вот вам бы, барин, матушку вашу уговорить — крестьяне здешние бедные — хоть бы малость оброку с них она сбавила!

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Хӑть туррӑн ӑса кӗртесчӗ вӗсене!» — упӑшки Григорипе ҫураҫасса шанса шухӑшларӗ Дуняшка, Прохорсем патне кайма тухсан.

Хоть бы образумил их господь!» — с надеждой на примирение между Григорией и мужем думала она, направляясь к Прохору.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ниловна хӑйӗн сӑпай чунӗпе ҫавна шухӑшланӑ: вӑрҫӑ пӗтнӗ, халӗ ӗнтӗ савӑнса кӑна пурӑнмалла; киле ҫамрӑк кин кӗртесчӗ, Сергейӗн трактор бригадин бригадирӗ пуласчӗ, сухаласчӗ те акасчӗ Кубань шывӗ ҫывӑхӗнче, унта шывра темӗн чухлӗ пула кӗшӗлтетет, шурӑмпуҫ килнӗ чух ҫӑтӑл-ҫӑтӑл пулла тетелпе сӗрсе кӑларма мӗнле аван…

По простоте душевной Ниловна рассуждала так: война кончилась, теперь бы только и жить да радоваться; привел бы в дом молодую жену, работал бы бригадиром тракторной бригады, пахал бы и сеял вблизи Кубани… в ее водах полно рыбы, и как хорошо при наступлении зари вытаскивать полную бьющеюся рыбой сеть…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех