Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртессишӗн (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку тӗлӗшпе федерацин тӗрлӗ проектне хутшӑнмаллине, ҫирӗп план пӑхса хӑварса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшмаллине те асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫи яваплӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Хальлӗхе округра пурӑнакансем Элӗк салинчи Советски урамӗнче вырнаҫнӑ «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этнопарка хӑтлӑх кӗртессишӗн ытларах сасӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Элӗксем кӑҫал «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этнопаркӑн пӗрремӗш пайӗн иккӗмӗш тапхӑрӗшӗн - этнопаркӑн тулаш енне тата «Юмах паркне» хӑтлӑх кӗртессишӗн сасӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Унӑн тӗп геройӗсем — производство новаторӗсем, техникӑна малалла хӑватлӑн аталантарассишӗн, ҫӗнӗ техникӑна ӗҫе кӗртессишӗн кӗрешекен совет рабочийӗсем.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Унта писатель колхозлӑ ял ӗҫченӗсем Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программине пурнӑҫа кӗртессишӗн епле хастар кӗрешни ҫинчен ҫырать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫамрӑк Исаев, писатель тата критик, комсомолец ҫулӗнчех ҫӗре кӗнӗскер, хӑйӗн пултарулӑхне ҫителӗклӗ таран сарса ярайман, ҫапах та самана шухӑш-кӑмӑлӗпе пурӑннӑ, халӑхпа парти писательсене мӗн тума хушнине тӗрес ӑнланса ӗҫленӗ, ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ырри те, усалли те — пурте малтан пуҫра ҫуралать, сӑмсаланать, аталанать, капашланать, ҫавӑнпа этеме ачаранах сапӑрласа ӳстермелле, пуҫа тата чӗрене ӗмӗрлӗххине, тӗрӗссине, ыррине ҫеҫ хывмалла (мӗн акатӑн, ҫав шӑтать), ӑна тымарлантарса вӑя кӗртессишӗн усаллипе кӗрешме те хавхалантарсах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Герой халӑх ӗҫӗшӗн чун-чӗререн хумханни, ӗҫ ҫыннисен ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ӑшне ҫунтарни — ӑҫта-ши вӗсем?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кашни субъект Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине проекта пурнӑҫа кӗртессишӗн хастар хутшӑннине те палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Ҫӗр ӗҫченӗ мӗн ҫитӗнтернине вӑхӑтра пуҫтарса кӗртессишӗн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/06/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Кашниех уй-хирте ҫитӗнтернӗ культурӑсене вӑхӑтра пуҫтарса кӗртессишӗн тимлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2022/09/16/ce%d1%80%d1 ... %d0%b5cce/

«Инҫетри ялсенче пурӑнакансем ҫырнӑ тӑрӑх ку мӑшкӑлланни евӗрех. Ыйтаҫҫӗ: тӗнче тетелӗпе ҫыхӑну ҫук пулсан интернет кӗртессишӗн мӗнле сасӑламалла?

«Люди из маленьких деревень пишут, что это издевательство какое-то. Пишут, как голосовать за интернет без интернета?

Якутире яла интернет кӗртме май паракан сасӑлавра сасӑлаймаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33340.html

Яллӑ вырӑнсен урамӗсенчи ҫул-йӗре йӗркене кӗртессишӗн вак чулпа сарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене паха пӗлӳ парассишӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсенчен тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ, тӗрӗс йышӑнусем тума пӗлекен мал ӗмӗтлӗ те лайӑх ҫын туса ҫитӗнтерес тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Кунта эпир шӑпах та, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшатпӑр та.

Здесь мы движемся по пути реализации задач, поставленных Президентом Российской Федерации.

Олег Николаев регионсен бюджечӗсенчен кӗскелекен тупӑша саплаштармалли компенсаци механизмне ӗҫе кӗртме сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/08/oleg ... -cuhalakan

Аслӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн эп Булат Ширин умӗнче вӑхӑтлӑха чакма та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсир право хуралӗн ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗсенчен пӗриншӗн - уголовлӑ айӑплава пурнӑҫа кӗртессишӗн - яваплӑ, айӑпланнисен социаллӑ адаптацине йӗркелеме пулӑшатӑр, граждансен прависемпе саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлетӗр.

Вы отвечаете за одно из важных направлений правоохранительной деятельности - исполнение уголовных наказаний, оказываете содействие в социальной адаптации осужденных, охраняете права и законные интересы наших граждан.

Уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/03/12/gla ... et-c-dnyom

Ял ҫыннисем ӑна купаласа йӗркене кӗртессишӗн тимлеҫҫӗ.

Деревенские жители заняты в приведении в его порядок.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

 — Вӗсем социализмӑн пирвайхи сыпӑкне, унӑн тӗпӗ-тымарӗ пулса тӑракан: «Кам ӗҫлемест, вӑл ҫимест» текен пуҫламӑшне пурнӑҫа кӗртессишӗн кӗрешекен рабочисен влаҫне пӗтересшӗн.

 — Губить власть рабочих, добивающихся осуществить первое, основное, коренное начало социализма: «Кто не работает, тот не ест».

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех