Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртес (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫак тӗл пулусенче пуҫлӑхсен тунӑ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех халӑх шухӑш-сӗнӗвне шута илмеллине, территорисене аталантарас тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе пурнӑҫламалли пӗрлехи ӗҫ-хӗле сӳтсе явмаллине каларӗ Л.Левый.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Хӑрушӑ чире район территорине кӗртес мар тесен йӗркене ҫирӗп пӑхӑнни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене ҫак программӑсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнма, Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерствине вара ҫирӗплетнӗ плансене пурнӑҫа кӗртес ӗҫе йӗркелесе тата тӗрӗслесе тӑма ыйтатӑп.

Прошу органы местного самоуправления активно включиться в их реализацию, а Минпромэнерго Чувашии обеспечить должную координацию и контроль реализации утвержденных программ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Экономикӑра сиксе тухакан йывӑрлӑхсене вӑхӑтра татса панӑ май эпир, паллах, планлас тата плансене пурнӑҫа кӗртес ӗҫре хӑйсен тухӑҫлӑхне ҫирӗплетсе панӑ йӑлана кӗнӗ хатӗрсемпе те усӑ куртӑмӑр.

Оперативно реагируя на возникающие в экономике сложности, мы, конечно, использовали и традиционные, доказавшие свою эффективность, инструменты планирования и реализации наших планов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Шупашкар хулинчи тата тӑватӑ шкула концесси мелӗпе пурнӑҫлакан строительство программине кӗртес енӗпе те ӗҫлетпӗр.

Не прекращается работа по включению в программу строительства по концессии еще четырех школ города Чебоксары.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Эпӗ хӗре Хусана мединститута вӗрентме кӗртес тесе илсе кайрӑм!» — шавларӗ вӑл хӑйне ӗҫре пулман тенишӗн.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Кашни киле шыв кӗртес тенӗрен бригадир пире шыв ӗҫтерсе ҫеҫ усрасшӑн мар-ши тесе ан шутлӑр.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Арҫын авланнине йӑнӑш шутне кӗртес пулсан, чӗрӗк этемлӗх кӑмӑлсӑр пулнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кин кӗртес тетпӗр мар-и…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

«Амбартан тухма ҫук пулсан, ӑна кунта кӗртес мар.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ют ял хусахӗсене улаха кӗртес килменнипе мар, Элекҫее курӑйманран.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑма пӳрте кӗртме хушрӗ — ман кӗртес пулать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗртес, кӗртес! — хирӗҫ сас пачӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кум! — картиш алӑкӗ урлах чӗнчӗ вӑл, — лашана кил хушшине кӗртес пуль?

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ленин халалӗсене пурнӑҫа кӗртес пулсан, пирӗн, ҫамрӑксен, вӗренсе ҫутталла туртӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайсан та, тухтӑрсем ун патне кӗртес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Киле кӗртес ҫынӗ йӗркесӗр пуласран, хӑйсене сумран кӑларасран хӑраҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр чух 3-4 сехет кӑна ӗҫлеме май килет, ҫапах та акнӑ-лартнӑ культурӑсене пухса кӗртес тесе хресчен хӗвеллӗ ҫанталӑкпа туллин усӑ курма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Вырӑссем урам ик айккипе тӑршшӗпе улма-ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнинчен, ку йывӑҫсем умӗн хитре хӑма карта тытнинчен тӗлӗнсе чылайччен курса ҫӳрерӗҫ вӗсем, вара паян пурӗ пӗр ниҫта та кӗртес ҫук тесе пасаралла пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ӳкӗте кӗртес тесе сана ҫак юман патне илсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех