Шырав
Шырав ĕçĕ:
Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Денис Валентинович Мантуров пулӑшнипе кӑҫал эпир 436 лифта йӗркене кӗртес ӗҫе пурнӑҫлама пултаратпӑр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Картиш территорийӗсене тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫ хастар пырать, ҫак тӗллевсем валли ҫулсерен 650 миллион тенкӗрен кая мар уйӑратпӑр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗ ҫӑл куҫсене тирпей-илем кӗртес енӗпе тунӑ пуҫарӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ, тен, кӑтартуллӑ та тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Шупашкар хулин агломерацийӗн мастер-планне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе кӑҫал ака уйӑхӗнче «ДОМ. РФ» палӑртса хунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетӗ, ҫурт-йӗр енӗпе хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсене тӑвӗ, ҫав шутрах социаллӑ сферӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене те пӑхса тухӗ.
Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha
Майӗпен Алена ҫурт-йӗре юсас, тирпей кӗртес ӗҫе пуҫӑннӑ.Постепенно Алена занялась восстановлением и ремонтом особняка.
«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html
Шупашкар районӗнчи ялсене радио кӗртес тесе ун чух Ишек шкулӗнчи Е. Захаров учительпе О. Васильев колхозник, Кӑшавӑш шкулӗнчи А. Воронцов учитель те нумай тӑрӑшнӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Элӗк районӗнче радио кӗртес ӗҫе П. Можаров учитель йӗркеленӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Округ центрне тата ялсене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес, ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑнсене йӗркене кӗртес енӗпе малалла ӗҫлемелле.
Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/
Пӗвесене тасатса территорие хӑт кӗртес, пушар сӳнтермелли техника пымалли ҫулпа площадка йӗркелес ӗҫсем кӑҫал малалла тӑсӑлнӑ.
«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh
Чуманкассинчи Урожайная урамра пурӑнакансем те пуҫарулӑх бюджечӗн мелӗпе хӑйсен пӗвине тасатса патӗнчи территорие хӑт кӗртес, пушар машинипе шыв илмелле тӑвас тенӗ.
«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh
Пӗлтӗр Анаткас Апаш ялӗнче пурӑнакансем хӑйсем хутшӑннипе пӗве патне пымалли ҫула юсаса йӗркене кӗртес, пушар машинипе шыв илмелли ятарлӑ площадка тӑвас шухӑшлӑ пулнӑ.
«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh
Ку тӑрӑхра ялсене тирпей-илем кӗртес тӗллевпе юлашки ҫулсенче пуҫаруллӑ бюджетпа анлӑн усӑ кураҫҫӗ.
Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/
Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, 2024 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусем панӑшӑн тӳлемелли хаксем пирки, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин ӑнлантарса пачӗ.
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/
— Эсӗ мар-и-ха вӑл Ҫимуна пылпа сӑйласа киле кӗртес текенни? хихи-хи!
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Уссӑр ҫӳретес мар ҫавна. Чӗнсе кӗртес», — шут тытрӗ Матӗрне.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ман ҫинчен вӑл мӗн шутлани, тепӗр тесен, маншӑн икӗ айкки те тӑвайкки, эпир унпа пӗрле пӗрех ача тӗне кӗртес ҫук, — сасӑпах каласа хучӗ Ирина.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Сӑмахсӑр ял — вилӗ ял, тесе шутлаҫҫӗ ун ҫыннисем, ӑна чӗрӗ сӑн кӗртес тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пур ҫынна та, пур япалана та кӗртес марччӗ унта; тасалӑхне упрасси – хамӑртан килет.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
Хӗрлӗ Чутай салинче хӑтлӑх кӗртес программӑна кӑҫал пурнӑҫлама 6 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh
Ҫак проектпа килӗшӳллӗн 2020 ҫулччен республикӑри 1000 тата ытларах ҫын пурӑнакан пур вырӑнта та хӑтлӑх кӗртес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh