Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрт сăмах пирĕн базăра пур.
кӗрт (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса юлнӑ кӗрт кавирӗ ҫинче Хӗлимун алӑ ҫупса ташлать.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗнтӗ кӗрт уҫсах халтан каятӑн.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аллинчи тыткӑчне кӗрт ҫине лап пӑрахрӗ те Ҫтаппан айккинелле пӑрӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑвӑн ентеш-хӗрарӑмусене малашне ан пӑлханччӗр тесе ӑса кӗрт.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсӗ ашшӗ вырӑнӗнчи, унӑн ухмах пуҫне чӗрӗ шухӑш ҫапса кӗрт.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Услонра Ваҫилене выҫӑ кӗрт йыттисем тапӑнчӗҫ, аран хӑтӑлчӗ вӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешсем сӑмса юхтарсах пӑрлантарнӑ кӗрт ҫинчен пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ярӑнаҫҫӗ хулӑн хытӑ хутпалан.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Кӗрт айӗнчен тухса пӑхсан, тӗлӗнсе хытсах кайрӑмӑр.

Когда мы выбрались из сугроба, то остолбенели от удивления.

Хӗлле тундра тӑрӑх кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗр минутӑрах темӗн пысӑкӑш кӗрт хыва-хыва лартрӗ.

В минуту наваливались огромные сугробы снега.

Хӗлле тундра тӑрӑх кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫил-тӑман тем ҫӳллӗш кӗрт хӗве-хӗве лартнӑ.

Метель наносила огромные сугробы.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗтӳ хӑвала та кӗрт

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, вӑрман леш енне, тарӑн кӗрт ӑшне пырса тӑрӑнӗ те ҫак вутпуҫҫи, чашӑл туса, симӗс тӗтӗм кӑларса сӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем халь тавралӑхпа: юр пуснӑ йывӑҫсемпе, кӗрт куписемпе, хӗллехи хуралтӑсемпе хутӑшса кайнӑ пекех туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешӗ, ҫакна кӗтменскер, кӗрт ӑшне паш! анчах кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Автомашина гаражран тухсанах кӗрт ӑшне путса ларать.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑпӑш кӗрт ӑшне паш! кӗрсе выртасчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӳме ҫумне пилӗк таран кӗрт хӳсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӗрт йыттисем ҫавӑнта ҫӳреҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Килте йытӑ улани ырра мар, е таҫта ҫывӑхра кӗрт йыттисем ҫӳреҫҫӗ-ши?» — шухӑшласа выртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Ӑҫта-ши? — костыльсем ҫине тӗренсе, кӗрт урлӑ тӗттӗм чӳречесем ҫине пӑхрӗ, пӑрланнӑ мӑйӑхне турткаларӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех