Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗретчӗ (тĕпĕ: кӗрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитменнине вӑл кӑштах хӗрӗнкӗрех пек туйӑнчӗ, — унтан сӑра шӑрши те кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Пушӑ вӑхӑтра вӑл медработниксем пухӑнса ларакан пӳлӗме кӗретчӗ те пирӗнпе шӳтлеме пуҫлатчӗ, хӑш чухне вара хӑйӗн мӑнукӗ ҫинчен каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мӗншӗннине хам та пӗлместӗп, анчах Нина Васильевна алӑран тытсанах, манӑн ыратни те иртсе каятчӗ, кичемлӗх те таҫта кайса кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫырма урлӑ каҫса, улӑха ҫитсе кӗретчӗ хайхи Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ромашок халӗ алӑ ҫинче ҫӗклесе кӗретчӗ сана.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Махорка шӑрши кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавӑн чухнех Ванюк хӑйсен ӗни валли вӑрман сыхлама тухсан, пӗр мих курӑк татса кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тепӗр чухне ҫав йытӑ Анатолий Семенович пахчине те пыркаласа кӗретчӗ, хурлӑхан тӗмӗ айӗнчи карҫинккана тӳнтерсе яратчӗ те, унти ҫӳп-ҫапа чаштӑртаттарса, ҫимелли шыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ах, епле тутлӑ шӑршӑ кӗретчӗ тин ҫеҫ типнӗ утӑран!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тепӗр чух ирхине тултан пӳрте чӗрӗлсе-юнланса пӗтнӗ питпе, ҫӗтӗлнӗ-ҫурӑлнӑ ӳт-тирӗпе те кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫакӑнта, хула хӗрринче, ытти чухне яланах темле усал шӑршӑ кӗретчӗ; халӗ ак кунта та сывлӑш уҫӑ.

Даже вечно стоявшее здесь, на окраине, зловоние перебивала струя свежего воздуха.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ашшӗ вара унӑн хутне кӗретчӗ:

А отец заступался:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлашкинчен ҫав дама хӑй пырса кӗретчӗ.

А потом приезжала эта дама.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лаша кӳлсе ҫӳреме пуҫласан, урапа ҫине ҫӗклемӗ-ҫӗклемӗпе улӑм хурса кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Алли-ури ҫӗр тӗслӗ пуличчен урамра чупатчӗ те пирӗн пата пырса кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Ҫӗлен пулӑ ҫиме тытӑннӑранпа ура сыпписем сурми пулчӗҫ, — ман хута кӗретчӗ асанне.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пӑт-пат ырашпӑтри, хушӑран йӑпӑлтак кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ӗлӗк, хуняҫу чухне, ялан пирӗн пата кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урам енчи чӳречерен хӗвел ҫути лапсака пилеш ҫулҫисем витӗр вӗлтӗртетсе кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑҫтан пырса кӗретчӗ вӑл «выляма» — паян кунччен те пӗлмест йӗкӗт.

Как она пробиралась к ним, парень не может сообразить до сего дня.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех