Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрен сăмах пирĕн базăра пур.
кӗрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туту сан кӗрен — ун ҫине пӑхма киленӗҫлӗ.

Губы твои алы — наслаждение смотреть на них.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Йывӑр, ҫӑра тӗттӗм хӗрлӗ ҫӳҫӗ хӑйӗн, — унта вӑл кӗрен мӑкӑньӑн икӗ чечекне тирсе лартнӑ, — хулпуҫҫийӗсене шутсӑр нумай пиҫӗ кӑтрасемпе хупласа хунӑ та, хӗвел сӑннисем тӑрӑнса тулнипе ылтӑн пурпур евӗр ҫулӑмланаканскерсем, ҫурӑмӗ тӑрӑх чупа-чупа саланнӑ.

Тяжелые, густые темно-рыжие волосы, в которые она воткнула два цветка алого мака, упругими бесчисленными кудрями покрывают ее плечи, и разбегаются по спине, и пламенеют, пронзенные лучами солнца, как золотой пурпур.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хумсем ҫав чулсем ҫине шӑршлӑ тинӗс курӑкӗн — кӗрен те ылтӑн тӗслӗ е симӗс курӑкӑн лӑймакине кӑларса ывӑтнӑ; хӗвел ҫинче тата вӗри чул ҫинче выртнипе курӑк типсе куштӑркаса кайнӑ, тӑварлӑ сывлӑш йодӑн тӑкӑскӑ шӑршипе тулнӑ.

Прибой набросал на камни волокна пахучей морской травы — рыжей, золотистой и зеленой; трава вянет на солнце и горячих камнях, соленый воздух насыщен терпким запахом йода.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Вӑл ҫара уран, кивелнӗ, якалнӑ бархат евӗр шӑлаварпа, ҫара пуҫӑн, ҫурӑк ҫухавиллӗ вараланчӑк ҫитсӑ кӗпепе; кӗпи ҫурӑкӗнчен унӑн кӗрен тӗслӗ ӳчӗ тата туртӑннӑ, типшек, кӗтеслӗ шӑммисем курӑнса тӑнӑ.

Он был бос, в старых, вытертых плисовых штанах, без шапки, в грязной ситцевой рубахе с разорванным воротом, открывавшим его сухие и угловатые кости, обтянутые коричневой кожей.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Горизонтра, тавра курӑм пӗтсе пӗлӗтпе ҫыпӑҫнӑ ҫӗрте, кӗрен тӗслӗ ҫанталӑкра сенкер шурӑмпуҫ ерипен сӳнсе ҫухални курӑннӑ.

На горизонте, где она исчезала и сливалась с небом, лениво догорала холодная осенняя заря…

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Ҫул май кино витрини ҫинчи картинӑсене пӑхрӗҫ, палаткӑран пӗчӗк ачасене пама кӗрен тӗслӗ автансем илчӗҫ, стадиона та кӗрсе пӑхрӗҫ (унта тахҫан ӗлӗк Санькӑпа ашшӗ футболла вылянине курнӑччӗ).

По дороге посмотрели картинки в витрине кино, купили в палатке розовых петушков в подарок малышам, заглянули на стадион, где когда-то Санька с отцом смотрели футбольный матч.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хӗр ачасенчен нумайӑшӗ кӗрен курткӑпа ҫӳрет те…

— А в розовой куртке сейчас многие девчата ходят.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Кӗрен куртка тӑхӑннӑ хӗрачана курмарӑр-и эсир ҫакӑнта? — ыйтрӗ вӑл хуралҫӑран.

— Вы девочку здесь не видели в розовой куртке? — спросил он.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя лавккара кӗрен тӗслӗ «Найка» та куҫ хывнӑччӗ.

Женя при выборе костюма она положила глаз также на розовый облегающий «Найк»,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Сасартӑк ун умне кӗрен куртка тӑхӑннӑ, пысӑк куҫлӑ, кӑтра ҫӳҫне хӗрлӗ бантпа ҫыхнӑ хӗрача тухса тӑчӗ.

Тут перед ней возникло кудрявое существо с большими распахнутыми глазами и красным бантом в волосах и в блестящей розовой куртке:

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫыран енчен куҫкӗски пек шыв йӑлтӑртатни курӑнать-ха, леререх тата, тепӗр енчерех, эрӗмлӗх пуснӑ та куҫ виҫсе илейми кӗрен пӑр хирӗ палӑрать.

У берега ещё видна открытая зеркальная вода, а там, дальше, полыньи и лиловые, уходящие в таинственную глубину ледяные поля.

Эпилог // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Майӑн уяр кунӗ хӑйӗн пур тӗсӗсемпе те йӑлтӑртатрӗ — чакӑр, кӗрен, симӗс тӗрӗсем курӑнчӗҫ.

Яркий майский день заиграл всеми своими голубыми, сиреневыми и зелеными красками.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӗрен Христос, хутран тунӑ хоругвие ҫӗклесе, пралук тӑрӑх балерина пек вӗҫет.

Розовый Христос летел, как балерина, на проволочке, подняв бумажную хоругвь.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пичӗ вилнӗ пек шуралса кайрӗ, яка ҫамки ҫинче кӗрен пӑнчӑсем тухрӗҫ.

Лицо стало смертельно бледным, с розовыми пятнами на высоком лепном лбу.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав вӑхӑтра пӳрт ҫийӗ айне пуля пырса лекрӗ те ачасем ҫине кӗрен кирпӗч ҫӑнӑхӗ тӑкӑнчӗ.

Тут под крышу ударила пуля, и на мальчиков посыпалcя розовый порошок кирпича.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тӑваттӑмӗшне — шурӑ рассӑнне ҫеҫ тӗрӗсӗх туман: вӑл шурӑ мар, ӑна темле кӗрен тӗслӗ тунӑ, сухалне илемлӗ кӑтралатнӑ.

И лишь для представителя белой, господствующей расы сделали послабление: он был не белый, но нежно-розовый, с гофрированной русой бородкой.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан вӑл тата дачӑра кӗрен чӑлха тӑхӑннӑ Зоя ятлӑ хӗре юратнӑ.

Затем, конечно, он любил на даче ту самую Зою в розовых чулках феи.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик урипе пӗчӗк алӑка тапса уҫрӗ те, ачасем кӗрен чечексем ӳсекен пахчана кӗчӗҫ.

Гаврик толкнул ногой калитку, и друзья пролезли в сухой палисадник, обсаженный лиловыми петушками.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн кивӗ, темиҫе хутчен ҫунӑ кӗпи, ӗлӗкхи тӗсне ҫухатнӑскер, халӗ тухакан хӗвел ҫуттипе кӗрен тӗслӗ курӑннӑ.

Его стираная-перестираная рубаха, потеряла всякий цвет, но теперь выглядела нежно-розовой от восходящего солнца.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем иккӗшӗ те дачӑри акацисен ылттӑн тӗслӗ тусанӗ хыҫне анса ларакан кӗрен хӗвел ҫуттипе ҫуталнӑ.

Оба они были выпукло освещены розовым солнцем, садившимся в золотую пыль дачных акаций.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех