Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрекине (тĕпĕ: кӗреке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ уяв кӗрекине пуҫтарӑннӑ ҫынсене чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

Утарта ӗҫпе ӗшеннӗ алӑ каярахпа кун-ҫул кӗрекине хитрелентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫак ҫурхи уяв ячӗпе Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗ хӗрарӑм ҫыравҫӑсене сӑвӑ-юрӑ кӗрекине пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Паян Надежда Петровна юбилей кӗрекине ларать.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Ватӑлса кайнӑ ҫӗрӗмӗр ҫичӗ хут ҫуркунне кӗрекине ларчӗ, ҫичӗ хут ҫамрӑкланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Калаҫнӑ хушӑра Булат Ширинпа Бозек бакши патне темиҫе хутчен те хан ҫыннисем пыра-пыра кайрӗҫ, Сафа-Гирейпе ун ҫамрӑк арӑмӗ хушнӑ тӑрӑх, вӗсене туй кӗрекине сӗтӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Агропромышленность комплексӗнче вӑй хуракансене уяв кӗрекине кӑҫал юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ Уҫырмари культура ҫурчӗ пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсене чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%8f%d0% ... 0%d1%80ec/

Вӑл ҫӗнӗ ҫул «кӗрекине» пӑхса илчӗ.

Он осмотрел новогодний «стол».

Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Володя ятлӑ ывӑлӗ ун ҫарта Ленинград фронтӗнче пулнӑ, доктор вара вӑрҫмалла чух шуйттан кӗрекине ларас мар тенӗ.

Его сын Володя был в армии на Ленинградском фронте, и доктор считал, что надо воевать, а не сидеть у чёрта на куличках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрисем пахчари ӗҫсене пурнӑҫлама васкаҫҫӗ, теприсем ҫав хушӑрах уяв кӗрекине ларма та, ӑшӑ енне кайса канма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Май уявӗсене - парӑмсемсӗр // Э.ОРИНОВ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Самаях сӑнанӑ: чӑвашсен килӗсенче таса, тирпейлӗ; хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илсе атте кӗрекине лартни епле илемлӗ йӑла.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Хӑнасем хӑш вӑхӑталла ҫитмеллине шута илсе уяв кӗрекине ирех хатӗрлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттере тивӗҫнӗскерсем пухӑннӑ ҫынсене хӑйсен уяв кӗрекине йыхравларӗҫ.

Удостоившись трехкомнатной квартиры, всех собравшихся пригласили за свой праздничный стол.

Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

11. Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ; 12. патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.

11. Говорю же вам, что многие придут с востока и запада и возлягут с Авраамом, Исааком и Иаковом в Царстве Небесном; 12. а сыны царства извержены будут во тьму внешнюю: там будет плач и скрежет зубов.

Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Атте те, анне те уяв кӗрекине илем кӳме пӗлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кайран Николайпа Марина тӑванӗсене туй кӗрекине пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех