Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗр сăмах пирĕн базăра пур.
кӗр (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах куҫӗ ҫывӑхри шултра, пӗве кӗнӗ, сарӑхса тӗксӗмленнӗ кӗр тумӗллӗ йывӑҫ-тӗмӗсен хапи-ӗлкисене тӗсмӗрткелерӗ-ха, шаларах кӗрсен вара йӑлтӑрккине ҫухатнӑ «кӗмӗл» яштак хурӑнсемсӗр пуҫне (хура хутӑшра вӗсене те уйӑрайми пулчӗ) нимӗн те курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗр, кӗр, хӑраса ан тӑр, Иливан, — аллине каччӑ кӑкӑрӗ ҫине хучӗ Сарье, унтан карт! туртса илчӗ те пӳртелле чупса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ялан ҫапла тем кӗрлесе килсе кӗрет, алӑка шак! тутарать те: «Кӗр! Кам унта?» — тесе, чӗнме ӗлкӗричченех алӑка яр уҫса ярать те кӗрсе тӑрать.

Она всегда очень оригинально входила в комнату: стукнет — и тут же войдет, не дожидаясь, пока я скажу: «Можно» или «Кто там?».

Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Комсомола кӗрсенех, ара, мана хистеме пуҫларӗ: анне, колхоза кӗр те, колхоза кӗр, тет.

Да вот как вошла она в комсомол, и давай меня долбить: ступай, мамка, в колхоз, да и только.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫак кӗр ҫуллахи савӑнӑҫлӑ тӗссемпе илемленсе ларакан тӑван ҫӗршывалла вӑхӑтрах ҫитсе кӗчӗ пулин те, Андрейшӑн пулсан вӑл ытла сасартӑк тата харсӑррӑн ҫитсе кӗнӗ пек туйӑнать.

Эта осень ворвалась в родные места хотя и в положенное время, но все же, как думал Андрей, особенно внезапно и дерзко.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗр ӗҫлекенсене, хайхискер, сывлама ҫӑмӑл пулса тӑрать, вӗсен урхалӑхне пушатрӗҫ пулать — колхоза кӗрес килсен кӗр, кӗрес килмесен — хӑвӑн уйрӑм хуҫалӑху ҫинчех лар.

И получается хлеборобу легкая дыхания, чересседельная ему отпущенная — хочешь, иди в колхоз, а хочешь, сиди в своей единоличности.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн йӗри-тавра информаци пайтах, Интернета кӗр те вула, е ChatGBTне кӗрсе тӳррех ыйт.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн йӗри-тавра информаци пайтах…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1728

Кӗр, кӗр, Шамккай!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗр мӑнтӑрӗпе хресченӗн кӗрекене ларма, кӑҫалхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетме вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Кӗрпе ҫур вӗсем куҫӑмлӑ вӑхӑтсем: кӗр — ҫуран хӗле куҫарать, ҫур — хӗлрен ҫӑва куҫарать.

Осень и весна — это переходные времена года: осень — переход от лета к зиме; весна — от зимы к лету.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыва кӗрес килчӗ — кӗр, апат ҫиессӳ килнӗ — ҫи.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чунне кӗр, ӑшне кӗр, ытти ҫын валли вырӑн ан хӑвар унта.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл кӗр те кӗр кӗрлерӗ темелле: вулакансене те, критиксене те нумай калаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем, пӗр хушӑ вӑрман хӗррипе утнӑскерсем, ҫатрака туратлӑ ватӑ юман тӗлне ҫитсен кӗр калчи пусси ҫинелле пӑрӑнса кӗчӗҫ, майӗпен ҫул хӗрринелле ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унччен те пулмарӗ — хайхи кайӑк ҫуначӗсене кӗлетки ҫумне ҫат! ҫыпҫӑнтарса кӗр калчи пусси ҫине чу-у! тӑрӑнчӗ те йӑвине кӗрсе тарма ӗлкӗреймен мӗскӗн шӑшие чӗрнипе ҫаклатса тӗпсӗр тӳпенелле ҫӗмрен пек вӑшлатса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул хӗрринчен вӑрман патне ҫитичченех сарӑ та кӗрен ҫулҫӑсем ӳкнипе чӑпарланнӑ ешӗл кӗр калчи пусси кӗҫҫеленет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӑҫал кӗр те килмесен Юпа тӑвап асӑнса, Килес ҫура тур пӳрсен Кӗрӳ кӳртӗп туй туса…»

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗр, кӗр!

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӗр, кӗр, Иван.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗр, кӗр, Иван.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех