Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки» номинацире Геннадий Николаевӑн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кӗнеки ҫӗнтернӗ, тӑван тӑрӑх ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке — Антонина Мордвинован «Будущее не спешило ко мне… Художник Анатолий Миттов», илемлӗ прозӑпа ҫырнисенчен — Георгий Фёдоровӑн «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», поэзирен — Марина Карягинӑн харӑсах икӗ кӗнеки: «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисенчен — Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан» тата Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли», чи нумай вуланӑ кӗнеке — Алевтина Дмитриеван «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ», хитре илемлетнӗ кӗнеке — Наталия Орлова художество редакторӗ пулса хитрелетнӗ «Балерина Надежда Павлова».
Халӑх юратакан кӗнекесене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34861.html
Тибо ҫемьинче кӗнеке чи паллӑ вырӑнта пулнӑ: ашшӗ кӗнеке сутса пурӑннӑ, ывӑлӗ кӗнекесемпе вылянӑ, пӳлӗмсене кӗнекесем илемлетнӗ, ашшӗ лавкине пырса ҫӳрекенсен кӑмӑлӗсене те кӗнекесемех ҫырлахтарнӑ.
Анатоль Франс // А. Роскин. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с. — 3–6 с.
I-мӗш томра пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӗнекесем пулмалла, II-мӗш томра — виҫҫӗмӗш кӗнеке тата тӑваттӑмӗш кӗнекен пӗрремӗш пайӗ, III-мӗш томра—тӑваттӑмӗш кӗнекен иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш пайӗсем тата пиллӗкмӗш кӗнеке.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лида Чебанюк кӗнекесене темле уйрӑмла, эпӗ каланӑ пулӑттӑм, чӑн-чӑн юратупа юратнӑ; мӗншӗн тесен вӑл кӗнекесене вуланинче кӑна мар савӑнӑҫ тупнӑ; алра тытма, автор хушаматне сасӑпа вулама, хӑҫан тухнине ӑна кӑларни ҫинчен мӗн ҫырнине, редактор кам пулнине, хӑш типографинче пичетленине, тиражӗ мӗн чухлине пӑхма; унтан титул ҫине номер лартма, ҫӳлӗк ҫине шӑпах кӗнеке ӑҫта пулма тивӗҫ, ҫавӑнта лартма, кӗнекене вулакана пама, вара унтан каялла илме, ун чухне кӗнекене килӗшнипе килӗшменни ҫинчен ыйтса, ответне тетрадь ҫине ҫырса хума вулани пекех юратнӑ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
13. Ҫырса пынисенче тата Неемийӑн асаилӳ кӗнекисенче ҫакӑн пек калани пур: Неемия кӗнеке пуххи йӗркеленӗ майӑн патшасен кӗнекисемпе пророксен кӗнекисене, Давид кӗнекине тата мӗнле парнесем кӳни ҫинчен калакан патшасен ҫырӑвӗсене пуҫтарни ҫинчен каланӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗнеке тавӑрса паманни укҫа парӑмӗпе пӗрех, кӗнеке вӑл ҫав укҫах, анчах кӗнеке тусӗсемшӗн ҫав кӗнеке укҫаран темиҫе хут хаклӑрах.
Выставкӑра, музейре, библиотекӑра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кӗнеке шкапӗсем умне пусма тӑратса, Павел хӑй валли интереслӑ та кирлӗ кӗнеке шыраса, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке иле-иле пӑхса, ҫав пусма ҫинче темиҫе сехетшер ларать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл кӗнеке ячӗсене вулама пуҫларӗ те тата ытларах тӗлӗнчӗ — кунта Энгельсӑн «Диалектика природы», Лермонтовӑн «Мцыри» те, Вильямсӑн «Ҫӗрӗҫӗн никӗсӗсем», Жданов юлташ Александров кӗнеки пирки тухса калани те, Бенедиктовӑн «Ялхуҫалӑхне вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтра аталантарасси» те, «Этем мӗнли ҫинчен каласа пани», Чехов кӗнекисем, «Пушкин в изгнании», Мериме новеллисем, чылай кивелнӗ пӗчӗк кӗнеке — «Агитатор чӗлхи», «Авалхи Греци историйӗ».
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
VI Георг патшан кун-ҫулне тӗпе хурса темиҫе кӗнеке тухнӑ: 1982 ҫулта тухнӑ «King George VI» Д. Джаддӑн кӗнеки, 1987 ҫулта пичетленнӗ «George VI: A New Biography» П. Ховарт кӗнеки.
VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3
«Кун-ҫул тӳпинчен» кӗнеке, пӗтӗмӗшпе илсен, паха кӗнеке пулсан, «Тилли юррисем» кӗнеке, унӑн юррисене уйрӑм илсе пӑхсан, кашниех интереслӗ те паха.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Литература критикӗсемпе тӗпчевҫисем хушшинче Н. Мартынов талантне чи малтан асӑрхаса тивӗҫлӗн хаклакан Ю. Артемьев пулнӑ: ҫыравҫӑн «Урпашра та вутчуль пур» ятпа тухнӑ иккӗмӗш кӗнекине (ку кӗнеке авторӑн — «Этем илемӗ» пӗрремӗш кӗнеки хыҫҫӑн ҫирӗм ҫултан тин кун ҫути курнӑ) тишкерсе вӑл чӑваш писателӗсен йышне тепӗр пултаруллӑ ҫыравҫӑ хушӑннине палӑртать.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Пачӑшкӑ килӗнче турӑ кӗнекисемпе чиркӳ япалисем ҫеҫ пулмалла пек те, ҫук иккен, пысӑк шкапра туллиех кӗнеке: вырӑс тата тӗнче классикӗсен те, хальхи писательсен кӗнекисем те пур.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Сӑмахран, король библиотеки ку ҫӗршывра чи пысӑк библиотека шутланать, анчах унта кӗнеке пин томран ытла мар; кӗнекисене ҫӗр ҫирӗм фут тӑршшӗ галлерейӑна вырнаҫтарса хунӑ, мана ҫав библиотекӑри кӗнекесемпе хам пӗлнӗ пек усӑ курма ирӗк пачӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сӑмахран, кӗнеке магазинӗн чӳречинче «Афоризмы и максимы» текен хама ӑнланмалла мар ятлӑ кӗнеке курсан, манӑн ӑна ҫав тери вулас килсе кайрӗ те эпӗ духовнӑй академи студентӗнчен мана ҫав кӗнекене пама ыйтрӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Вара ҫав кӗнекене эпир пӗччен мар, эпӗ хамӑн юлташпа, чи ҫывӑх юлташпа вуласаттӑм; вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав кӗнеке пире ыттисенчен чи лайӑххи пек туйӑнчӗ, вӑл кӗнекене Чернышевский ҫырнӑ, — эпир унта каласа кӑтартнӑ пек тӳррӗн пурӑнма шут тытрӑмӑр.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мария Ивановна кухньӑра, борщ ҫинӗ май, тепӗр аллине чылаях тӑсса, хулӑм кӗнеке, медицина кӗнеки, вуласа ларатчӗ, ватӑла пуҫланӑ ҫынсем ҫеҫ кӗнекене ҫапла аякка тытаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Урайӗнче Леонид Соболевӑн «Капитальнӑй ремонт» ятлӑ кӗнеки — ман ывӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче вуласа тухнӑ юлашки кӗнеке, тинӗс ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке выртать.
«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Лось кӗнекене хупрӗ те куҫӗсене аллипе хупларӗ, кӗнеке сентрисенчен тӗревленсе чылайччен тӑчӗ; вӑл ҫав тери хумханать, пуҫӗ анкӑ-минкӗленнӗпе пӗрех; халӗччен курман асамлӑ пулӑм — юрлакан кӗнеке.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кӗнекесем вула, анчах асту — кӗнеки кӗнеке пултӑр, хӑвӑн пуҫ миммине те тапраттӑр!Книги — читай, однако помни — книга книгой, а своим мозгом двигай!
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ пит лайӑххӑн туйӑнатчӗ, мӗншӗн тесен маншӑн та кӗнеке вӑл пит тӗлӗнмелле япала, кӗнекере ӑна ҫыраканӗн чунӗ хупӑнса тӑрать; кӗнекене уҫсан, эпӗ ҫав чуна ирӗке кӑларатӑп, вӑл вара манпа вӑрттӑнла калаҫать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.