Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗместчӗ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Люся пирӗн пӳлӗме кӗместчӗ, анчах эпӗ ӑна час-часах стройплощадкӑра кураттӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кирккапа арӑмӗ е Энтрипе Верук хапхаран кӗнине асӑрхасан, вӑл кашнинчех алкумӗнчи чӑлана тухса ларатчӗ те лешсем каймасӑр та пӳрте кӗместчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ытлашши калаҫмастчӗ, пулчӗ-пулмарӗ хушша-хуппа кӗместчӗ, кӗтмелли йӳтӗме кӗтме, уйлама, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма пӗлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗрме камерине хӗвел ҫути кӗместчӗ, картиш унта ансӑрччӗ тата пур енчен те ҫӳлӗ хӳмесем ҫӗкленсе тӑратчӗҫ, ҫавӑнпа та унта нихҫан та хӗвел ӳкместчӗ.

В тюремную камеру оно не проникало, а двор там был узок и окружен высокими стенами, поэтому солнечные лучи никогда не падали туда.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ун чух манӑн пурнӑҫ йывӑрччӗ, анчах ман тетеле нимӗн те кӗместчӗ!..»

Было тогда мне очень скрутно, а в мои ничего не ловилось!»

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Малтанхи кунсенче Тимрук урама та тухмастчӗ, пӳрте те кӗместчӗ, ӗҫ ҫукран ӗҫ тупса тенӗ пек, пахчара хӑй тӗллӗн кӑштӑртатса ҫӳретчӗ.

В первые дни Тимрук и на улицу не выходил, и в доме бывал редко, находил себе какую-то работу то во дворе, то в огороде.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех