Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗмесен (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эскимоссен пӗтӗм пурнӑҫӗ апат-ҫимӗҫ шырасах иртсе каять, ҫапах та вӗсем час-часах выҫӑ аптӑраҫҫӗ: пулӑ кӗмесен, тюленьсемпе моржсем кайсан, вӗсене выҫӑ вилӗм кӗтсех тӑрать.

Вся жизнь эскимосов проходит в поисках пропитания, и все-таки они часто голодают: если плохо ловится рыба, исчезают тюлени и моржи — голодная смерть грозит им.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Артеле ху ирӗкӳпе кӗмесен, ирӗксӗр пӗрлештереҫҫӗ тесе каланине илтрӗм-ха эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Никама илсе кӗмесен те сана илсе кӗреҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимпе те ӳкӗте кӗмесен вайпут патне каяссипе те хӑратма пулать.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла ӳкӗте кӗмесен тарать вӗсенчен, лере илсе ҫитерсен те тарать.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗме те ырӑ мар, кӗмесен те ют ҫын хуйхинчен пӑрӑнни пулать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Те кӗрсен лайӑх, те кӗмесен лайӑх тесе Ваҫук пуп пӳрчӗн пӑлтӑр алӑкне хуллен шӑкӑртаттарса пӑхрӗ.

Григорьев долго раздумывал: войти или подождать, когда кто-нибудь выйдет. Наконец решился, тихонько постучал в сенную дверь.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ним шӑрши кӗмесен те тар шӑрши те пулин кӗрет вӑйпа ӗҫлекен ҫынран.

чистит и кормит свиней, убирается в хлеву, потеет…

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку ушкӑна кӗмесен, чӑнах та юрамасть: ыттисем хушшинче Алексей салтак гимнастеркиллӗ хӗрачана курать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс мана ахаль ӗҫлеттер, малтанлӑха члена кӗмесен те пырӗ, — ӑс тупрӗ Сехре, пӑртак чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чей ӗҫме час-час кӗмесен ҫавӑн пек вӑл, аташса кайма та пулать, — тӑрӑхларӗ кил хуҫи вӗсене салтнӑ ҫӑпатасем вырӑнне тӑхӑнма тӑла пушмаксем тупса парса.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ухмах пулан паянах кӗмесен, кӑмӑллӑ старик, — систерчӗ Павлуш хӑй юлташне.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл кӗмесен эпӗ уйӑхра пӗрре те этемле кулса курас ҫук.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сана, Паймук, — кулак ачине, земски управин членӗ хутне кӗмесен лайӑхрах пулмӗ-ши? — ҫиллине чараймасӑр кӑшкӑрчӗ Шӑрт Кавӑрли.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сана та хута кӗмесен ара.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Килне кӗмесен те, ун патне ҫӳремесӗр тӳсеес ҫук пирӗн Ваҫҫа терӗм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку пурнӑҫа кӗмесен, партизансен аллине ҫитерсе парас пулать.

Если это тебе не удастся, надо доставить её партизанам.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Турӑ хута кӗмесен, чухӑншӑн кам хута кӗрӗ.

Кроме бога, какая бедняку заступа?

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Сан ӑсу-тӑнупа та кӗмесен.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сан шутпа, ҫылӑха кӗмесен — ӳкӗнмелли ҫук, ӳкӗнмесен — ҫӑлӑнмалли ҫук вӗт?

— А по-твоему, не согрешишь — не покаешься, не покаешься — не спасешься?

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех