Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлеткисене (тĕпĕ: кӗлетке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Геометри кукрашкисене, ҫеҫке таврашне тата этем, чӗрчун, вӗҫен кайӑк кӗлеткисене тӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫитӗннисем мана ҫак ӳкерчӗкпе юнашар удав кӗлеткисене, «уҫса» е хупӑнчӑклӑн, ӳкерсе хума сӗнчӗҫ; кунсӑр пуҫне географипе, историпе, шут-хисеп ӗҫӗпе, грамматикӑпа ытларах кӑсӑкланни маншӑн усӑллӑ пулӗ терӗҫ.

Взрослые посоветовали мне не рисовать змей ни снаружи, ни изнутри, а побольше интересоваться географией, историей, арифметикой и правописанием.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Контурлӑ карта тесе ак ҫакӑн пек картӑна калаҫҫӗ: вӑл карта ҫине тӗнче пайӗсене е уйрӑм ҫӗршывсен, тинӗссен, юханшывсен кӗлеткисене (контурӗсене) йӗрлесе ҫеҫ ӳкернӗ, анчах ячӗсене ҫырман.

Контурная карта — это такая карта, на которой обозначены очертания (контуры) частей света или отдельных стран, морей, рек, но нет названий.

Мӗн вӑл контурлӑ карта тата ӑна мӗнле хатӗрлемелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫакна кура тӗп герой вӗсене касса пӑрахать, кӗлеткисене ҫунтарса ярать, хӑй вара урӑх патшалӑха кайса пурӑнать.

После того как такое повторилось не раз, герой убивает мать (сестру), разрубленное тело ее сжигает, а сам навсегда покидает это место.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Пӗҫ кӑкӗсене вылятса, кӗлеткисене авкаласа, пуҫӗсене танлӑн каҫӑртса пырса кӗчӗҫ вӗсем ем-ешӗл пахчана.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Вӗсем урай варрине ҫитрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ, пӗрре малалла, тепре каялла пусрӗҫ, кӗлеткисене акӑш пек танлӑн тытса, пӗр вырӑнта ҫаврӑнса илчӗҫ, унтан хӑвӑрт хускалчӗҫ те тӗрлӗ еннелле чупса-сиксе саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫил ҫӗкленет те, пахчасенчи тӗмсем, ҫыхланас мар ку усалпа, иртсе кайтӑр тенӗн, ҫӗр ҫумне харӑссӑн лӑпчӑнаҫҫӗ; капмар йӑмрасем аплах мӗскӗнленмеҫҫӗ, вӗсем тӗреклӗ кӗлеткисене танлӑн тытса мӑнаҫлӑн кашлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урайне элес-мелес кавир сарса пӑрахнӑ, маччаран тӑрантасӑн кайри кустӑрми пысӑкӑш хрусталь люстра ҫакӑнса тӑрать; стенасем ҫинче — кавирсем, эрешле турилккесем, хӗвелтухӑҫӗнчи хӗрарӑмсен кӗлеткисене ӳкернӗ пӑхӑр листасем, мӑйракасем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑм-шаккисене ҫителӗклех уҫӑлтарсан-килентерсен, кӗлеткисене кӑрт-карт чӗтреткелесе шыв тумламӗсене силлекелесе-сирпӗткелесе, йӑпӑр-йӑпӑр юхтарса, тухаҫҫӗ хайхискерсем шывран.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чирлӗ ҫынсемпе ватӑ стариксем те кӗлеткисене тӳрӗрех тытма тӑрӑшрӗҫ, ҫирӗп утӑмсемпе малалла утса кайрӗҫ.

Даже больные и старики выпрямились и, уверенно отбивая шаг, двинулись на улицу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑмака патӗнчи ачасем, кӗлеткисене чултан тунӑпа пӗрех, вырӑнтан хускалмасӑр лараҫҫӗ.

Силуэты нескольких учеников, словно изваяния, неподвижно застыли вокруг печки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Герд моделӗ (ку Герд иккенне хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ-ха) ҫынсӑр ҫырансене тата ку ҫӗр ҫине чи малтан куҫса килнисен хӑюллӑ кӗлеткисене чӗртсе тӑратать.

Модель Герда (еще не знали, что это Герд) воскресила пустынные берега и мужественные фигуры первых поселенцев.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хирӗҫ килекенсем, кирек мӗнле ытти йыш пекех, пирӗн ҫумран иртнӗ чух пире куҫӗсене чарса тӗсеҫҫӗ, кӑштах малалла кайсанах чарӑнса тӑраҫҫӗ; ҫаврӑнтӑм та вӗсен хускалми кӗлеткисене куратӑп, вӗсем пире тимлӗн те сивлеккӗн сӑнаса юлаҫҫӗ.

Встречные взглядывали на нас слегка расширенными глазами, проходя мимо, как всякие другие прохожие, но, миновав некоторое расстояние, останавливались: обернувшись, я видел их неподвижные фигуры, смотрящие вслед нам сосредоточенно и угрюмо.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл арӑш-пирӗш, урӑм-сурӑм арканса сӑнсӑрланнӑ уйсене, илсе ывӑтнӑ ҫи виттисене, ҫуртсемпе хуралтӑсене, килти ҫӗвӗрен саланнӑ ҫӗтӗк-ҫатак евӗр ӑпӑр-тапӑра — канавсенче сапаланнӑскере, хуҫӑлнӑ йывӑҫсене, чӗрӗ юлнисен пӗччен кӗлеткисене курать.

Он увидел взлохмаченные, исковерканные, обезображенные поля, снесенные крыши, жилища, развалившиеся по швам, как ветошь; домашнюю утварь, разбросанную в канавах, сломанные деревья; одинокие фигуры живых.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Темӗн пысӑкӑш пӑр катӑкӗсенчен упа тата арӑслан кӗлеткисене тӑваҫҫӗ, вӗсен малти урисем хушшинче пӗрер пӑт хаклӑ валча хунӑ чашкӑсем пулаҫҫӗ».

Из глыб льда заказаны фигуры медведя и льва, в лапах которых будет помещено по пудовой чаше с зернистой икрой».

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кашни чулӑн пысӑккӑшӗ хӗрӗхшер кубла футчӗ, стенисене вырӑнӗ-вырӑнӗпе путӑк тунӑ та мрамортан касса майланӑ турӑсен кӗлеткисемпе императорсен кӗлеткисене путӑксене кӗртсе тӑратса илемлетнӗ; кӗлеткисем этемрен те пысӑкрах.

Каждый из этих камней равен сорока кубическим футам. В стенах устроены ниши, где высятся мраморные статуи богов и императоров больше чем в натуральную величину.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫынсем турӑ кӗлеткисене пуҫҫапма тахҫанах пӑрахнӑ ӗнтӗ, анчах турӑ ячӗсене чӑн-чӑн наука кӗнекисенче курма пулать, академиксен доклачӗсенче те илтме пулать.

Люди давно перестали верить в языческих богов, но имена богов можно видеть в серьезных научных книгах.

Меркурий // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Унтан корпуспа мачта кӗлеткисене палласа илтӗм.

Потом различил очертания корпуса и мачт.

XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Карлӑклӑ пусмасем ҫумне те хӗрлӗпе кӑвак кӗмсӗрккесем сырӑннӑ; ҫил, кӗпе-йӗмсене варкӑштарса, ҫын кӗлеткисене тӗлӗнтермӗш формӑсем кӳнӗ, вӗсем е курпунлӑн, е ҫавраканнӑн, е хӑмпӑ пек тулса кайнӑн курӑннӑ.

К лесам тоже прилепились синие и красные комья; ветер, раздувая рубахи и порты, придавал людям странные формы, делая их то горбатыми, то круглыми и надутыми, как пузыри.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Иккӗмӗшӗ вара пур турӑсене те тата пур шуйттансене те ӗненнӗ, тилӗпе пӑсара кӗлеткисене кӗлтума ҫӳренӗ.

Второй верил во всех богов и чертей и поклонялся изображениям лисицы и хорька.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех