Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗленчине (тĕпĕ: кӗленче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савельич ун аллинчи эрех кӗленчине туртса илме тӑнӑ, анчах инженер ӑна итлесшӗн пулман.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хура Ҫимун пӗр кӗленчине сак ҫине кӑларса лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка, ӗҫнӗ-ӗҫнӗ, тутине пӗличченех ӗҫес тесе, виҫ-тӑват ҫӑварах ҫӑтма ӗлкӗрчӗ пулас — сулахай аллипе кӗленчине тӑснӑ та, ҫӑварне карса, сывлаймасӑр ларать, куҫӗсем чалӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хуҫи упӑшкине вӑрҫӑран кӗтсе илме хатӗрленӗ кӗленчине кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн пулчӗ сире, кӑвакарчӑнӑм? — ӗҫкӗҫ хӗрарӑма ҫӗклеме хӑтланчӗ, анчах, кӗленчине ӳкерсе ҫӗмӗресрен хӑраса, тивмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗҫех Клавье тӑна кӗнӗ пек пулчӗ, сӗтел патне пычӗ те кинӗн аллинчи пуҫламан эрех кӗленчине туртса илсе: — Кӑна ӗҫмӗпӗр. Алӑ пусӑр пурте ҫакӑнта, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗ сӑмакун кӗленчине уҫрӗ те черккесене тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хутран-ситрен ҫеҫ шӑна чӳрече ҫинче сӗрлетсе илет те шӑпланать, е аташса кайнӑ тӗкӗлтура чӳрече кӗленчине ҫӗмӗрсе кӗрес тенӗн пыра-пыра панлаттарать…

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑл чӗрӗк кӗленчине алла тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Хаваслансах калаҫма килӗшетӗп! — Звягинцев эрех кӗленчине ҫӗре лартрӗ, кӑмӑллӑн, пурне те килӗшмелле кулса илчӗ те малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ха, пурпӗрех тултарса ӗҫетпӗр сана, — эрех кӗленчине пӳрнипе юнарӗ Мустай.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Карчӑк ҫуталса кайнӑ пӳлӗмре сӗтел ҫине тухса ларнӑ ҫавра ҫӑкӑрпа чӑкӑта тата чӳхенсе йӑлтӑртатакан четвӗрт кӗленчине курах кайсан, урай варринче тӑпах чарӑнса тӑчӗ те, чакса-чакса пырса, кӑмака сакки ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Турунов эрех кӗленчине тытрӗ те, сӗтел тавра ҫаврӑнса, Энтри ҫумне пырса тӑчӗ, ун черккине эрех тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй ахаль-махаль коньяк мар, пилӗк ҫӑлтӑрлинех илсе килнине Павӑл асӑрханишӗн савӑнса, вӑл кӗленчине тытса ҫавӑркаларӗ те: «Эсир те асӑрхарӑр пуль коньякӗ чӑннипех те пилӗк ҫӑлтӑрлине?» — тенӗн йӗри-тавра пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Тавай ӗҫ, ӗҫ, ӗҫ! — эрех кӗленчине Таранов еннелле кӑнтарать тракторист.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унти ӗҫ хӗрарӑмшӑн ҫӑмӑлах мар: ывӑннӑ Тарье инке ҫывӑрма выртас умӗн ӗҫме тесе час-часах эрех иле-иле килнӗ, ҫуррине е унран ытларах ӗҫсен-и — кӗленчине ӑҫта та пулин пытарма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аван ку, аван, — Таранов коньяк кӗленчине холодильнике лартрӗ те икӗ пӗчӗк чашӑка кофе тултарчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мӗскер эс, Иван! — эрех кӗленчине курса каларӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Герасим Федотович пылак шыв кӗленчине уҫма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — сӗтел патне йӑл-йӑл кулкаласа темле хӗрарӑм хӑюллӑн ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эрех кӗленчине уҫма Изамбаев тӑхтасарах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех