Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗленчесем (тĕпĕ: кӗленче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑплӑхра лараканскер тавра тулли кӗленчесем те, пушшисем те ҫаврӑнкалама май памасӑр кӗпӗрленсе тӑни ӑна хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

Когда он явился на эту планету, пьяница молча сидел и смотрел на выстроившиеся перед ним полчища бутылок — пустых и полных.

XII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Раксем те пур, мусорсем, кӗленчесем те пур.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Кӗленчесем ташлаҫҫӗ пулсан мӗнле чун ташламасӑр тӳстӗр?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аллисене кайӑк ҫуначӗ пек саркаланӑ хӗрарӑм ӳт-пӗвне чӗтрентерсе саккӑрла тапнӑ чух сӗтел ҫинчи кӗленчесем те чӑнкӑртатсах ташша ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тусан-пӑсан, чалӑш-тӗлӗш юпасем, ҫӗрӗк хӑма таткисем, курӑк-марӑк ланчашкисем, хут ленчӗрккисем, вак-тӗвек вут хӑйпӑкӗсем, йывӑҫ хуйӑрӑн вакланчӑкӗсем, пуш кӗленчесем, ытти кӑштра кӑнӑш-канӑш…

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Мӗнле кӑна эрех ҫукчӗ пуль вӗсенче: Бухараран, Хиваран илсе килнисем, Шемаха эрехӗсем, Крымра Ширин хӑта юхтарнисем, Кучак парнеленӗ кӗленчесем

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл кӗленчесем ҫине ҫӑткӑннӑн тӗмсӗлнине кура старик ун патне пычӗ те юнашар ларчӗ.

Видя, как жадно смотрит она на бутылки, старик подошел к ней и сел рядом.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Детрей — хӑйне кӑтартас мар тесе — Мерседес Безантпа пӗрле автомобиль лартма тухнипе усӑ курчӗ, — хапха уҫмалла, унсӑрӑн машинӑна вӑрласа кайма пултараҫҫӗ, Тирнаурпа Леклей вара Розитӑна кӗленчесем параҫҫӗ; ҫак вӑхӑтра Детрей пушӑ пӳлӗм витӗр картише, кухня патне, тухрӗ.

Стараясь не обращать на себя внимания, Детрей воспользовался тем, что Мерседес отправилась с Безантом ставить автомобиль, для чего следовало открыть ворота, иначе мошенники могли увести машину, а Тирнаур и Леклей передавали Розите бутылки, и вышел через пустую комнату на двор к кухне.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Диван ҫинче хаҫатсем арпашса выртаҫҫӗ, пӳлӗмсенче пушӑ кӗленчесем, сӗтел ҫинче, сигаретсемпе галстуксен, перчеткесен хушшинче, — стакансем тата ӗҫсе пӗтермен кӗленче; алӑк патӗнче — авалхи тӗксӗм шкап, ун айккинчен тӗревленсе сапаланчӑк утияллӑ тимӗр койка ларать.

Диван с валяющимися на нем газетами, пустые бутылки по углам, стаканы и недопитая бутыль на столе, среди сигар, галстуков и перчаток; у двери — темный старинный шкап, в бок которому упиралась железная койка с наспех наброшенным одеялом.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ыранхи кун та паянхи пекех, ҫак кӗленчесем вара виҫҫӗ кӑна.

— И завтра такой же день, как сегодня, а этих бутылок всего три.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Буфетри ҫавра сӗтел ҫинче кӗленчесем, эрех тултарнӑ графинсем лараҫҫӗ…

Тут, на круглом столике, стояли бутылки, графины с водкой…

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

— Ӗҫпе чӗннӗ, — терӗ Коркин тулли кӗленчесем ҫине пӑхкаласа.

— По делу звали, — сказал Коркин, смотря на бутылки.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

Урайӗнче кӗленчесем йӑваланса выртаҫҫӗ.

На полу валялись бутылки.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Сирӗн кӗленчесем, ахӑртнех, тюльрен.

У вас бутылки, должно быть, из тюля.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

3) ҫӗмрӗк фаянс, ванчӑк кантӑк, пушӑ кӗленчесем;

3) битый фаянс, битое стекло, пустые бутылки;

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫак хушӑра шав вӑйланчӗ, кӗленчесем алӑран алла куҫаҫҫӗ, нумайӑшӗ Пэд выртакан сӗтел ҫумнех сӗвеннӗ, чавсисемпе сулкалашнӑ май Пэда чышкалаҫҫӗ.

Между тем шум усилился, по рукам ходили бутылки, многие стояли, прислонившись спиной к столу, на котором лежал Пэд, и, размахивая локтями, толкали покойника.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пӗчӗк пичкесен хушшинчи авса тунӑ карҫинккасенче — мӑн хырӑмлӑ симӗс те кӑвак кӗленчесем.

Среди бочонков стояли в плетеных корзинках пузатые бутыли зеленого и синего стекла.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Пӗчӗк кӗленчесем ҫинче спирт унӑн, каяр…

— Это у него спирт в пузырьках, идем…

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Командирӑн хӑрах айӑккинче тӗрлӗрен ут хатӗрӗсем — йӗнер, йӗвен выртаҫҫӗ, тӑркӑч ҫинче — кӗмӗлпе эрешленӗ кукӑр сабля туратран ҫакӑнса тӑрать, унӑн тепӗр енче пӗрене пуҫӗсем ҫине айлӗн-ҫийлӗн хунӑ хӑмасем ҫинче — темиҫе ҫӗр е ытларах та пулӗ, питӗрсе лартнӑ пӗчӗк кӗленчесем, ахӑрнех таҫти аптекӑран илнӗскерсем пулас, лараҫҫӗ.

По одну сторону командира лежала всякая сбруя — седла и уздечки, на стояке, на сучке висела кривая сабля в серебре, по другую сторону от него на досках, положенных на чурбашки — одна над другой, — стояло несколько сот — если не больше — закупоренных пузырьков, взятых, видимо, где-то в аптеке.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

«Тавах Турра, ҫак кӗленчесем текех пирӗн килте пулмаҫҫӗ», — шухӑшлать Эмиль амӑшӗ кухньӑра тӑрмашнӑ май.

«Хорошо, что этих бутылок больше не будет в доме», — думала мама Эмиля, возясь на кухне.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех