Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗвӗҫнипе (тĕпĕ: кӗвӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, ӗҫлес килмен карма ҫӑварсем кӗвӗҫнипе ҫакӑн пек пулса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Лукарье кӗвӗҫнипе пӗрлех, арлӑ-арӑмлӑ пулнӑранпах телейсӗррине, тӑлӑх-турат пек пурӑннине аса илчӗ те пушшех тарӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗвӗҫнипе кӑвапу татӑлса ӳкет ак.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кӗвӗҫнипе, ӑмсаннипе ниҫта кайса кӗреймен, ун пӗтӗм шӑмшакӗ кӗҫтеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хӑвӑн ним те ҫукран кӗвӗҫетӗн, кӗвӗҫнипе вӗчӗрхенетӗн!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Писательсене вӑл кӗвӗҫнипе варалама пӑхать-ха, ку паллӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тен, кӗвӗҫнипе ҫавӑн пек хӑтланатӑн? — куларах ыйтрӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Мӗн ҫинчен калаҫать-ши унпа Элеонора?» — кӗвӗҫнипе вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

«И о чем это она с ним разговаривает?» — ревниво подумал он.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Теприсем, кӗвӗҫнипе хаяр сунса, Микула ӗҫӗ путлантӑр тесе кӗлтурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫын тени кӗвӗҫнипе ҫеҫ ҫакнашкал сӑнран ӳкме пултарать».

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тен, эпӗ кӗвӗҫнипе юратмастӑп Микулая?

— Может, я просто из ревности не люблю Мигулая?

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йӑлӑхтармӑш Клавьене кӗвӗҫнипе ҫеҫ тиркесе ларнине ӑнланса Укка шухӑша путать.

Укка понимала, что просто сидеть и хаять из ревности соперницу не дело.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп картишне ҫӗнӗ тӑрантас пырса кӗнине курмассерен хӗрелсе-шурса каять вӑл, хӑтисене пӑсма хӑтланса ҫӳрет, анчах ытла тарӑхнипе, кӗвӗҫнипе, намӑсланса пӗтнипе, шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юласран хӑранипе мӑк-мак тукалать те йӗркеллӗ нимӗн те калаҫаймасть.

Стоит въехать в поповские ворота очередному тарантасу, как Ивук меняется в лице, а то начинает всяко поносить сватов и жениха! Но из-за ревности и злости толком не может выговорить ничего путного, а лишь моргает подслеповатыми глазками.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗвӗҫнипе Паҫан куҫӗ хуралса килет.

Пазя не в силах сдержать в себе нарастающую ревность, и глаза ее темнеют от ненависти.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эрне пуҫламӑшӗнче савнӑ ҫынпа хутшӑну кӑткӑсланӗ, ку кӗвӗҫнипе ҫыхӑннӑ.

Начало недели предвещает сложности в общении с партнером или ссоры на почве ревности.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Харпӑр пурнӑҫра пӑтӑрмахсем пулӗҫ, ку юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне кӗвӗҫнипе ҫыхӑннӑ.

Будут проблемы на личном фронте, рождённые непониманием или же недоверием.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗнер ҫеҫ ҫамрӑк мӑшӑр хушшинче киревсӗр харкашу пулнӑ, кӗвӗҫнипе Яким хӑй арӑмне тем тума хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗвӗҫнипе ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тимуш ку сӑмахсене Саша кӗвӗҫнипе каланӑ пек ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗвӗҫнипе, кӗвӗҫнипе тунӑ, — чалӑшшӑн Михала ҫине пӑхса илсе каларӗ Паймук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех