Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗвӗҫет (тĕпĕ: кӗвӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сан ҫумна хушса кӗвӗҫет.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ Нинука та кӗвӗҫет, ялтан каяс тенӗшӗн питлет.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӗвӗҫет вӑл…

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла пулин те, унӑн савнӑ карчӑкӗ упӑшкине халӗ те ҫамрӑк чухнехи евӗрлех кӗвӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Сан хитрелӗхне ӑмсанать вӑл, кӗвӗҫет, ҫавӑнпа та эс ыттисемпе ҫӳренине те юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӗри пӗрне юратать, тепри кӗвӗҫет, тепри каллех… чӑнах питӗ кулӑшла.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗвӗҫет тесе ан шутла мана.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Гриша кӗвӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Упӑшкине вӑл сых ятне ҫеҫ кӗвӗҫет.

Фекла разозлилась не из ревности —

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ишут хӑй ӑшӗнче шутларӗ, Пӗлесшӗн тарӑн шухӑшларӗ: Кулать-ши, тет, барон манран Е кӗвӗҫет курайманран?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Те курорта кайса килнӗ юлташне кӗвӗҫет ӗнтӗ, те хӑй ҫавӑн пек чӑкӑлтӑш…

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Валькка та Сашша евӗрлех, анчах ҫамрӑк-ха: кӗвӗҫет кӑна Сашша пек пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гурий атте хӑйӗн шӗвек сухалне вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн хыпалакаласа кӗвӗҫет: «Маначчӗ унӑн сухалӗ», — тесе шухӑшлать хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах вӑл хӑрушла кӗвӗҫет.

Только он страшно ревнив.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн ӗҫлесси килмест, вӑл, куратӑн-и, инженертан кӗвӗҫет.

Работать ему, видишь, не нравится, он инженеру завидует.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Икӗ алӑ кӑна, — шӳтлеме хӑтланчӗ Гонзак; вӑл кӑштах кӗвӗҫет.

— Только две руки, — пытался пошутить Гонзак, которому стало завидно.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӗвӗҫет вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Аня ҫеҫ ун асапне ӑнланчӗ: кӗвӗҫет вӑл Витьӑна.

Только Аня поняла его страдания: завидует она Вите.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Рита хӑй вӑй хурса ӗҫлеме юратмасть пулин те ҫын ӑнӑҫӑвӗсене ӑмсанать, кӗвӗҫет, ӗҫре ура хума тӑрӑшать.

Хотя Рита не любит работать придавая все усилия, она завидует успехам других, ревнует, старается ставить препоны на работе.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пирӗн вӑрмансенчи юрӑ ӑсти хура куккук та сан сассуна илтсен хӑй сассинчен вӑтанать, кӗвӗҫет

Даже черная кукушка, эта славнейшая из наших певуний, стыдится своего голоса, услышав твой, и завидует тебе…

Кушак пуҫла тӑманапа саранча ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех