Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак хушӑрах, Анука телейлӗ пек шутласа, унӑн ӑраскалӗнчен кӗвӗҫекенсем те тупӑнчӗҫ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗвӗҫекенсем, япӑх сунакансем сирӗн ума кӑларса тӑратнӑ пур чӑрмава та парӑнтаратӑр.
14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Кӗвӗҫекенсем тупӑннӑ: икӗ кивве юлнӑ ҫарпуҫӗ ӑна — ҫак ҫап-ҫамрӑк та маттур паттӑра — вилес пек курайман.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗвӗҫекенсем элеклеме пултараҫҫӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Куҫ ӳкнӗ ӑна, кӗвӗҫекенсем нумай ялта, — терӗ амӑшӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ку статьяра хаҫат мана тата манӑн хӑшпӗр юлташсене, «вӗчӗх чунлӑ, Садуров Аверкий Федорович художник пултарулӑхне кӗвӗҫекенсем» тесе ҫырнӑ, пирӗн пултарулӑха сивленӗ, пирӗн пултарулӑх пирки иккӗленнӗ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫакӑншӑн кӗвӗҫекенсем тупӑннӑ, калаҫма пуҫланӑ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ун патне чикмек тӑратсан та хӑпарса ҫитеймӗн, — тенӗ кӗвӗҫекенсем.Хоть лестницу подставь, все равно до него не доберешься, — язвили завистники.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах ялта урӑх йышши ҫынсем те: йӑпӑлтатакансем те, кӗвӗҫекенсем те, е тата хӑратма тӑрӑшакансем те пулнӑ.Но были в деревне и другие люди, которые льстили, завидовали или даже угрожали.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хань ҫемйинчен кӗвӗҫекенсем, эсир таса кӑмӑлтан шаннине пула, хӑйсен курайманлӑхӗпе ҫиллине ҫырлахтарас тесе, начальнике тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса яма тӑрӑшнӑ пулас.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫав ухмахла сӑмахсене ҫынтан кӗвӗҫекенсем, хӑй пурӑнӑҫне тума пултарайман ҫынсем калаҫҫӗ, а эсӗ малтан тӗкне ҫитӗнтер, унтан ҫӳлелле ҫӗклен!Эти глупости говорятся завистниками, неудачниками, а ты сперва оперись, потом — ввысь!
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— лайӑххисем питӗ нумай! — чӑкӑлтӑшсем, кӗвӗҫекенсем тата шӑртламассем те пулнӑ.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эсӗ ӑнланатӑн пулас: ученӑйсем хушшинче кӗвӗҫекенсем те сахалах мар: вӗсенчен пайтахӑшӗ ҫав инҫе ҫула тухса каяс текеннисем те тупӑнӗҫ, анчах вӗсем пирӗн ҫав вӑрттӑн ҫулӑмӑр ҫинчен эпир каялла тавӑрӑнсан тин пӗлмелле пултӑр, — терӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
- 1