Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗвӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
кӗвӗҫ (тĕпĕ: кӗвӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин, унран кӗвӗҫмелӗх пур, ҫавӑнпа тупӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ кӗвӗҫ этемсем.

Ведь завистники появляются тогда, когда есть чему завидовать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

10. Кӗвӗҫ куҫ ҫиес ҫӑкӑрӗ ҫине те кӗвӗҫсе пӑхать, ӗҫми-ҫими тӗлӗшӗнчен те хӑрӑнса пурӑнать.

10. Злой глаз завистлив даже на хлеб и в столе своем терпит скудость.

Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Ҫын хырӑмӗ ҫине пӑхса ан кӗвӗҫ, ху ҫуратса кур пӗрре!

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хупланӑ кӗвӗҫ халь чунне.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

— Халӗ вара, юлташсем, Ваҫилен килӗ умне каяр, — хушрӗ кӗвӗҫ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗвӗҫ чунсемпе кӗрешсе вӑхӑтпа сывлӑха сая ан ярӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Хӗрарӑмсем халӗ питӗ кӗвӗҫ.

Женщины в этот период будут очень ревнивыми.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Питӗ кӗвӗҫ тата.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Пӗр-пӗрне савнӑ ҫынсем ӑнсӑртран тӗл пулса ҫепӗҫҫӗн-тунсӑхлӑн калаҫнине те илтрӗм, кӗвӗҫ этем чикки-масинчен тухса тискерленнине те куртӑм.

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ах, ытла та кӗвӗҫ чунлӑ пулас эс!

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сутӑнчӑк чунлӑ, кӗвӗҫ, усал шухӑш тытнӑ ҫынна нихӑҫан та каҫармасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗлместӗн-ха эсӗ ӑна, — Симӑна каласа пӗтерме памарӗ Лариса, — ӑмсанчӑк чунлӑ вӑл, кӗвӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗвӗҫ вучӗпе ҫунса, Митюк хӑйӗн черчен, вӑй-халсӑр, ҫын ӗренкине те кӗрсе ҫитеймен шӑллӗне чӗререн кураймарӗ, ӑшӗнче ӑна вилӗм те сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Тен, пачах та аса илмен пулӗччӗ-ши ӑна, анчах кӗвӗҫ чуншӑн тепӗр сӑлтав тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Микула хутне кӗрсе калаҫни кӗвӗҫ чунне хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗвӗҫ ҫын ятне илтесрен хӑрарӗ пулин те, тарҫӑ малаллах утрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан шучӗпе, ывӑлӗ ашшӗнчен нумай усалтарах: ӗметсӗр, чӑркӑш, кӗвӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӑна эпӗ мар, ман ӑшри кӗвӗҫ калаҫать.

— Это не я тебя укоряю, а ревность меня душит.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ишут ӑсра халь тайтарать, Анчах пӗлмест: унта те кӗвӗҫ, Те вӗчӗ пӳлӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Арӑм ҫеҫ ытла кӗвӗҫ чунлӑ-ҫке, Ҫӗр ҫырли пекех чипер сӑнлӑ-ҫке.

У меня жена, ой, ревнивая, У меня жена, ой, красавица.

Хӗл сивви // Юрий Сементер. Сементер, Юрий. Ҫырнисен пуххи. 3-мӗш том: Тӑваткӑл тӗрӗ: сӑвӑсем, юрӑсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2016. — 443 с. — 3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех