Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрни (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Венюк кӑшкӑрни Апуҫа килӗшмерӗ, унӑн ҫӑварне аллипе пырса хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сурӑх ылханни кашкӑра ҫитмест!» — тесе Сантӑркка кӑшкӑрни хӑлхаран каймасть.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сасартӑк «Воздух!» тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«По ваго-о-нам!» — тесе кӑшкӑрни илтӗне-илтӗне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырхан хӗрарӑм ҫуйхашса кӑшкӑрни хавшак хӗрарӑмсен сехрине хӑпартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хыҫалтан хӗр кӑшкӑрни ура сассипе тата каҫхи вӑрман шавӗпе хутӑшса кайса ҫухалчӗ: «Раман! Раман!..»

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк шӑплӑха ача кӑшкӑрни татрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мекӗрлен тетӗп! — кӑшкӑрни хӑлхана касрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мекӗрлен, маттурӑм, мекӗрлен! — хыттӑн кӑшкӑрни пӳлӗме тултарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗртакран, вӑхӑт нумай иртрӗ-и, хапха умӗнче Антон! тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Эсир ӑҫта таратӑр?» — тесе учитель кӑшкӑрни те вӗсемшӗн халь ним те мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Трамвай вагонӗсем ирте-ирте каяҫҫӗ, хӑма завочӗсем, пароходсем кӑшкӑрни илтӗнет.

Пробегают вагоны трамвая, раздаются пронзительные свистки лесопилок, гудят пароходы.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Король ун хыҫӗнчен: — Эпӗ сана хам планетӑн элчи тӑватӑп, — тесе кӑшкӑрни ҫеҫ илтӗнчӗ.

— Назначаю тебя послом! — поспешно крикнул вдогонку ему король.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе упӑтесем кӑшкӑрни инҫетрен хӑлхана пырса кӗрет.

Издали временами доносились тревожные вскрикивания обезьян.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах ҫакӑн пек хыттӑн кӑшкӑрни те Павлика темле тӗлӗнмелле, шухӑша кайса тӑнӑ пек пулнинчен улӑштараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара каллех ку унӑн сасси, вӑл кӑшкӑрни пулмарӗ — ытла та хытӑ, револьвертан пенӗ сасӑ пек янраса кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Культ вӑл — «сывӑ пултӑр пирӗн генилле ҫул-пуҫ тата учитель» тесе кӑшкӑрни тата ҫӗрле айӑпсӑр ҫынсем пурӑнакан ҫуртсен алӑкӗнчен пырса шаккани кӑна мар, тесе шутламастӑн-им эсӗ, Завьялов?

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Районри начальник ятлаҫнӑ вӑхӑтра такам хӑрушла тискеррӗн кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ пире:

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫапах та Макар Кузьмич кӑшкӑрни аякка илтӗнчӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ӑҫтан килчӗ унтан: «Хӗр вӑрлаҫҫӗ!», «Хӗр вӑрлаҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех