Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартмӑпӑр (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл упӑшкипе тӗл пулнине ҫырса кӑтартмӑпӑр; вулавҫӑ ҫавна хӑй курса тӑнӑ тӑк витӗмлӗрех пулатчӗ, ҫавӑнпа та ҫак ыйтӑва хускатмасӑр хӑваратпӑр.

Описание встречи ее с мужем не произвело бы того впечатления, какое могло быть, если бы читатель был очевидцем встречи, и мы оставляем эту возможность не тронутой.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пурне те суд протоколӗ пек ҫырса кӑтартмӑпӑр кунта.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ ҫав вӑхӑтра мӗн туйнине ӳкерсе кӑтартмӑпӑр; кунта, ахӑртнех, виҫӗ сӑмах юрӑхлӑ: хӑрав, савӑнӑҫ тата тӗлӗнӳ.

Оставим описание того, что чувствовал я в это время; три слова, пожалуй, годятся сюда: страх, радость и удивление.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

«Хӗр ҫураҫма» килнӗ хурахсем мӗн калаҫнине, мӗн шутланине ҫырса кӑтартмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Унпа пӗрле — шӑши евӗрлӗ имшеркке субъект; ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ, ҫавӑнпах тум-тирне тӗплӗн ҫырса кӑтартмӑпӑр.

С хлипким мышеподобным субъектом, достаточно рваным, чтобы подробно не описывать его костюм.

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Адриан Прохоровӑн вырӑс сӑхманне те, Акулинӑпа Дарйӑн европӑлла тумтирӗсене те хальхи романиссен йӑлине пӑхӑнса тӗрлесе кӑтартмӑпӑр.

Не стану описывать ни русского кафтана Адриана Прохорова, ни европейского наряда Акулины и Дарьи, отступая в сем случае от обычая, принятого нынешними романистами.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех