Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартасшӑн (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пире хӑй куляннине кӑтартасшӑн марччӗ, шӳтлеме те пӑхатчӗ, анчах куҫҫульне ниепле те пытараймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫурхи е ҫуллахи кунсем тепӗр чухне тем тери шӑрӑх пулсан та, вӑл яланах вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗпепе ҫӳренӗ: ҫитӗннӗ хитре хӗр хӑйӗн илемсӗр аллине ҫынсене кӑтартасшӑн пулман.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ара, хам паттӑр пек, эпӗ хӗрсемшӗн ҫунма пӗлмен ҫын пек кӑтартасшӑн пултӑм пуль-ҫке…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Паян эпӗ ачасене каллех пукане театрӗ кӑтартасшӑн тӑрмашатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӗсенчен чылай аслӑ Натюк та пилӗкӗ ыратнине кӑтартасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юри пӗр-пӗринчен ютшӑннӑ пек кӑтартасшӑн, ҫул тӑршшӗпе те пӗр хут ҫеҫ, ӑна та пулин ирӗксӗртен тенӗ пек, ыйтрӗ Ваҫли:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм кумӑшӗ ҫенӗкрех юлнине астурӗ те, ун умӗнче хӑравҫине кӑтартасшӑн мар пулса, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пуп хурланнӑ пек кӑтартасшӑн куҫӗсене тутӑрпа шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара вӑл халь те тӑна кӗмен пек кӑтартасшӑн ним хускалмасӑр выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хулӑн ҫуртасем хӑйсен мӑнаҫлӑхне кӑтартасшӑн тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Хӑвна яланах ыттисенчен ӑслӑрах та пултаруллӑрах кӑтартасшӑн ҫунатӑн, — пӑлханса калаҫрӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗчӗк принца хӑй макӑрнине кӑтартасшӑн пулмарӗ вӑл.

Она не хотела, чтобы Маленький принц видел, как она плачет.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫапах та кино ҫыннисем ӗлӗкхи йӑлана кӑтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Вӑл хӑрӑк шалча мана хуптарса пӗтӗм хула умӗнче намӑс кӑтартасшӑн пулнӑ, явӑл! — сайра та шултра шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ Энтрей.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Эп вара ахаль ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Вӑл ҫын, вӑйлӑскер, хӑйӗн вӑйӗпе анчах мухтанмасӑр, ӑна никама кӑтартасшӑн та ӑнтӑлмасӑр, мӗнпур чӗрчуна управлӑн хӑйӗн вӗри чунӗпе ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Апла-тӑк, вӑл хӑй епле шутланине сӑмахпа мар, ӗҫре кӑтартасшӑн: Туруновӑн «ҫаралнӑ» бригади столовӑйсене часах туса пӗтерес ҫукки ӑна пачах та иккӗлентермест, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫе Пруткин бригадине те явӑҫтарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйсем ҫӳлерех тӑнине кӑтартасшӑн пулать-и-ха ӗнтӗ ун пеккисем, кил-йышӑн ӑсӗ те, пуҫӗ те пулнине палӑртас килет-ши-ха?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ унта ҫитерсе кӑтартасшӑн ялтисене, ҫавӑнпа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8

Итлекен итлеттерекенӗ мӗн кӑтартасшӑн пулнине пӗтӗмпех курать, вӑл мӗн туйтарасшӑн пулнине ӑспа та, чунпа та туять, вара сасартӑк хавхаланса, ҫунатланса канса, ҫапла шухӑшлать: чӑнах та ҫапла вӗт ҫурхи катара, чӑнах та ҫапла кӗрхи вӑрманта!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех