Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартас (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл мана качча пымарӗ, «эсӗ шутсӑр чухӑн студент, эсӗ мана Эрмитажа та, чаплӑ театрсене те илсе кайса кӑтартас ҫук, тепӗр тесен, санпа пӗрле ҫын ҫине тухма та намӑс», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кусем, чӑваш халӑхӗн кунӗ-ҫулӗнчи паллӑ тапхӑрсене, ҫав тапхӑрта ирӗклӗхшӗн ҫӗкленнӗ кӗрешӳри-ҫапӑҫури халӑхӑн вӑй-хӑватне, халӑхӑн ӑс-тӑнӗ мӗнле улшӑннине сӑнласа кӑтартас вырӑнне, пуринчен ытла чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-сӑли, тӗшмӗшӗ-пӗтмӗше, ҫийӗ-пуҫӗ тата этнографиллӗ ытти ҫинчен каласа пама мӗн ӑсталӑх ҫитнӗ таран пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫленӗ пек пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Чӑваш писателӗсен V-мӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, эпир чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи, революцичченхи пурнӑҫне кӑтартас тесе ҫырнӑ кӗнекесем ҫинчен ытларах калаҫрӑмӑр, мӗншӗн тесен хамӑр съездра кӑтартма хатӗрленӗ выставкӑра та, магазинсемпе библиотекӑсен ҫӳлӗкӗсем ҫинче те ун чухне ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырса кӑларнӑ романсемпе повеҫсем, пьесӑсем, поэмӑсем ытларахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Хӑш чухне пӗр вӑтӑр метр малта вӗсен умӗнче утатӑп (хама кӑтартас килет-ҫке), хӑш чухне, сурӑх кӗтӗвӗнчи ҫамрӑк така пек, хыҫӗнчен лӗпӗстететӗп», – тет яш.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Пӗлекен ҫынна кӑтартас.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуняшшӗпе Микулана тата хисеплӗ вырӑс ҫыннисене килти сӑрана ӗҫтерсе кӑтартас кӑмӑлӗпе, уйӑх каярах юхтарса пыл хутӑштарчӗ те тимӗр кӑшӑллӑ пӗчӗк пичкене ярса йӳҫӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хурлӑхлӑн кулса Ирина ӗҫе килнӗ малтанхи куна аса илчӗ, ҫак хапхана вӑл хӑй мӗн пӗлнине-пултарнине стройка пуҫлӑхне, ыттисене кӑтартас, унпа тӗлӗнтерес шутпа килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юнашар ҫуртра вӑй хуракан ҫамрӑксенчен пысӑкрах ҫитӗнӳ тӑвас тата ӑсталӑх кӑтартас пирки тимлӗрех тӑрӑшмалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Обязательствӑна хӑв герой пулнине кӑтартас тесе мар, хӑв мӗнле майпа лайӑх та хӑвӑртрах ӗҫлеме пултарнине ыттисене тивӗҫлӗ ӑнлантарса палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шарламасӑр тӑракан Дубов хумханнине, тарӑхнине кӑтартас мар тесе хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ, министр заместительне лӑпкӑн тавӑрса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйсен шуйттанла ухмахӗпе, Ваҫилене нуша кӑтартас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ, Кушкӑ ялӗнчен кашни ир Елчӗкри больницӑна пырса ҫитекен виҫӗ хӗрарӑм пирки каласа кӑтартас пулсан та: вӗсем кулленех пӗрле автобус чарӑнӑвне утаҫҫӗ, ӗҫ хыҫҫӑн та пӗрлех килӗсене таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Пушхирӗн ҫак пейзажне кӑшт маларах кӑтартнӑччӗ, анчах та эпӗ ӑна сире уҫӑмлӑрах кӑтартас тӗллевпе ҫӗнӗрен ӳкертӗм.

Этот же уголок пустыни нарисован и на предыдущей странице, но я нарисовал еще раз, чтобы вы получше его разглядели.

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ну, эпӗ сире каласа кӑтартас тени ҫакӑ ҫеҫ, — терӗ Гладышев.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ халь каласа кӑтартас тенӗ экспедицие эпир март уйӑхӗнче кайрӑмӑр: эпӗ, Звягинцев тата Воронихин, хамӑрӑн гидробиолог.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Чӑн малтан, хула комитечӗн секретарӗ, манӑн сире хамӑн документсене кӑтартас пулать, эп камне тата мӗнне пӗлсе тӑма.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тахҫан иртнӗ ҫулсем ҫинчен паянхи кун картина лартнӑ чух режиссер, костюмер е гример темле тӑрӑшсассӑн та, вӗсем хӑйсен персонажӗсене шӑп та шай хӑйсем кӑтартас тенӗ тахҫанхи ҫынсем пек туса кӑтартма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсен Палюков умӗнче хӑйсене ҫапах та ытлашши начар кӑтартас килмест.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗншӗн каласа кӑтартас мар, — вашаватлансах килӗшет Татьян аппа.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ӑна сутуҫӑсен чи лайӑх практикине ӗҫтешӗсен хушшинче палӑртас тата вӗсен пысӑк ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен ыттисене каласа кӑтартас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Райпо ӗҫченӗсем республика конкурсӗнче палӑрнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%80%d0% ... b5-%d0%bf/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех