Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартакан (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Оренбург чӑвашӗсен тумӗ ⎼ чӑваш халӑхӗн иксӗлми пултарулӑхне уҫса кӑтартакан тепӗр чӑнлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Консольлӗ кӗпер мӗнле ӗҫленине кӑтартакан открытка (1882 тата 1904 ҫҫ. хушшинче)

Открытка, демонстрирующая принцип консольного моста (между 1882 и 1904 гг.)

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Вӑл ишев вӑхӑтӗнчи уйрӑмлӑхсене палӑртса Магеллан проливӗпе мӗнле иртмеллине кӑтартакан инструкци хатӗрленӗ.

Им были учтены особенности плавания и разработаны инструкции как проходить Магелланов пролив.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ – паттӑрлӑха, ҫирӗплӗхе тата тивӗҫлӗхе кӑтартакан уяв ячӗпе чӗререн саламлатӑп.

Примите искренние поздравления с Днем защитника Отечества – праздником, который символизирует героизм, мужество, отвагу и достоинство.

Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ Йӑлпӑлак ялӗнче митинг иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3657270

Чӑваш Ен стенчӗ курава пыракансене хӑйӗн чӑнлӑхӗпе, содержанийӗпе тата пирӗн ӗҫтешӗмӗрсен ҫав курав ҫинчен каласа кӑтартакан ҫӳллӗ шайри пултарулӑхӗпе илӗртет.

Стенд Чувашии привлекает внимание посетителей своей аутентичностью, содержанием и работой наших коллег на стенде.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Иккӗмӗш куполта кӑнтӑралла кӑтартакан сехете вырнаҫтарнӑ.

Во втором куполе размещены часы, обращенные на юг.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Ратушӑн пӗрремӗш хутӗнче хулан тӗп пайӗн аталанӑвне кӑтартакан Ганноверӑн тӑватӑ моделӗ пур.

На первом этаже ратуши находятся четыре модели Ганновера, отражающие развитие центральной части города.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Унччен Симӗс зал е алӑстисен залӗ пулнӑ мозайкӑллӑ залра алӑстисен триумфлӑ уттине кӑтартакан мозайкӑллӑ ӳкерчӗк пур — модерн стилӗпе хура мраморпа витнӗ триптих, ун айӗнче ҫапла ҫырни пур: Handwerk hat goldenen Boden (пӗлтерӗшӗ: Ал ӑсталӑхне пӗлекен нихӑҫан та ҫухалса каймӗ), аялта сулахай енче — Юлиус Диес проекчӗпе хатӗрленӗ Рауэкер ӑсталӑх лаҫҫин палли.

В мозаичном зале, бывшем зеленом зале или зале ремесленников, находится мозаичное изображение- триптих триумфального шествия ремесленников в стиле модерн в облицовке черным мрамором, под этим посередине надпись: Handwerk hat goldenen Boden (смысл: Владеющий ремеслом никогда не пропадёт), внизу слева знак мастерской Рауэкера по проекту Юлиуса Диеса.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Ходлерӑн чӑн демократине кӑтартакан 1913 ҫулхи картинипе танлаштарсан, Трамплатц енчи Ҫӗнӗ ратуша фасачӗ ҫинчи историллӗ фриз хула автономине автократилле ӑнлантарнине палӑртать: ун ҫинче 1533 ҫулхи граждансем мар, вӗсен вырӑнне «Реформаци ҫумне ытларах укҫа-тенкӗ тӗлӗшпе тупӑш илме 1525-мӗш ҫултах хутшӑннӑ Эрнст фон Люнебург герцог, Ганновер хулин Граждан Реформацийӗпе [вӑл] ним енчен те ҫыхӑнманскер […]» сӑнланнӑ.

В отличие от картины Ходлера 1913 года, которая показывает прямую демократию, исторический фриз на фасаде Новой ратуши, обращенной к Трамплатц, отражает довольно автократическое понимание городской автономии: на нём не граждане 1533 года, а «присоединившийся к Реформации главным образом по финансовым соображениям еще в 1525 году герцог Эрнст фон Люнебург, [который] не имел ничего общего с Гражданской Реформацией города Ганновера […]».

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

1960 ҫулта СССР Халӑх хуҫалӑхӑн ҫитӗнӗвӗсене кӑтартакан выставкӑра ӑна медальпе диплом, «Хисеп палли» орден парса наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Халь ҫав произведени урӑх ҫӗршывсенче кӑтартакан выставкӑсен фондӗнче упранать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Сӑвӑ йӗркисен варринче тунӑ рифмӑсене кӑтартакан тӗслӗхсем (ун пек рифмӑсене редиф теҫҫӗ):

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫакӑ вӑл патша правительствин шалти политикине кӑтартакан паллӑсенчен пӗри пулмасан, мӗн пултӑр-ха!).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн шутпа, ҫак шурӑ япаласем — чӑваш халӑхӗ тирпейлӗ, таса пурӑннине кӑтартакан тӗслӗх.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хусанкай сӑввине вулакан ҫын, чӑваш философине тӗпчесе вӗренекен ҫын пулас пулсан, мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ, савӑннипе: — Эврика! Шыранине тупрӑм, тупрӑм! Хисеплӗх пахалӑха куҫнине кӑтартакан тӗслӗх… — тесе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ (чӑвашла кирлӗ таран ӑнланайман вырӑссене мар, философие университетра вӗреннӗ чӑвашсене «хисеплӗх пахалӑха куҫни» мӗне пӗлтернине вырӑсла куҫарса парӑпӑр: вӑл «переход количества в качество» тенине пӗлтерет!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Поэма вӑл суйласа илнӗ сюжет тӑрӑх пӗр-пӗр тапхӑра витӗмлӗн кӑтартакан, ӑна ҫеҫ тивӗҫлӗ формӑпа ӑста сӑвӑласа ҫырнӑ илемлӗ произведени иккенне пирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫсем асра тытмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи-авалхи кун-ҫулӗ ҫинчен ҫырнӑ маларах асӑннӑ романсем ҫумне совет саманинчи пурнӑҫа кӑтартакан романсемпе пысӑк повеҫсене хушар.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кунта тата ҫак иртнӗ ҫулсенче аслӑ Ленин ячӗпе хисепленекен премие тивӗҫлӗ пулнӑ совет писателӗсемпе вӗсен хальхи пурнӑҫа сӑнласа кӑтартакан кӗнекисене аса илмелле эпир.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Галактикӑра ҫӑлтӑрсем ҫуралнине кӑтартакан ҫутӑ ҫуталса илет.

В галактике происходит вспышка звездообразования.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Хашакасене экструдировани (прессласа е пусса кӑларса) мелӗпе ӑсталаҫҫӗ, е ЧПУ-ллӑ питӗ тӗрӗс кӑтартакан станоксем ҫине шӑйӑрса хатӗрлеҫҫӗ.

Рамы изготавливаются экструдированием (выпрессовкой или выдавливанием), либо вытачиваются на высокоточных станках с ЧПУ.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех