Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартаймастӑп (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Документ кӑтартаймастӑп, пӗрле илмен.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Шел те, ку хайлавпа эпӗ пит ҫывӑх паллашман, ҫавна май ун пирки хальлӗхе ҫырса кӑтартаймастӑп (кунта Шупуҫ яла асӑннӑ… Сившупа вӑл ҫыхӑннӑ-ши?).

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ун ҫывӑхӗнче эпӗ пӗр ҫул кӑна мар ӗнтӗ, ҫапах та унӑн сӑнарне сцена ҫинче тӗрӗс кӑтартаймастӑп.

Уже не один год я возле него, а вот на сцене он у меня не получается.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакна каласа кӑтартаймастӑп.

Этого не расскажешь.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Атте-аннепе мӗнлерех пурӑннине татӑк-кӗсӗк, пӗтӗмӗшле тӗслӗхсемпе каласа кӑтартаймастӑп, ҫакна ҫеҫ аса илетӗп: вулама ҫав тери юрататтӑм тата синкер пулӑмлӑ вӑйӑсемшӗн каҫӑхсах каяттӑм.

В общих, отрывочных сведениях трудно дать представление о жизни моей с матерью и отцом, скажу лишь, что страсть к чтению и играм, изображающим роковые события.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Чӗлхине кӑштах ҫавӑрттарнипех ӑраскала Сандие нимӗн ҫуклӑхран капитана куҫарма хушнӑ этем сӑмахӗсем мӗнле витӗм кӳнине каласа кӑтартаймастӑп.

Не могу передать, как действует такое обращение человека, одним поворотом языка приказывающего судьбе перенести Санди из небытия в капитаны.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кӑтартаймастӑп, Анна Николаевна, — вӑрттӑнлӑх.

— Не могу показать, Анна Николаевна, секрет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫук, ман ӑшӑмра мӗн пулса иртнине эпӗ ниепле те ҫырса кӑтартаймастӑп

Нет, я не могу описать всё то, что поднялось в моей душе…

«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ялан мана ҫывратса хӑваратӑр, капла эпӗ хам пултарулӑха нихҫан та кӑтартаймастӑп.

Всегда меня затирают — так я никогда себя не покажу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

«Шел пулин те, паян эпӗ сире станцие ӗҫлеттерсе кӑтартаймастӑп. Шыв ҫук. Пӗвене ҫурхи шыв татса кайнӑ. Каярахпа тепре килӗр», — тенӗччӗ вӑл пире.

«К сожалению, сегодня я не могу вам показать, как работает станция. Воды нет. Плотина прорвало весенним половодьем. Позже приходите еще раз», — сказал он нам.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Акӑ халь, ҫак самантра, сӑмахран, вӑл ман умма, ак ҫакӑнта, тухса тӑрас пулсан, ун сӑмси умне чышкӑ илсе пырса кӑтартаймастӑп пулсан, йытӑ ҫури пулам!»

Хоть бы сию же минуту вздумалось ему стать вот здесь, например, передо мною: будь я собачий сын, если не поднес бы ему дулю под самый нос!

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Володя киле каяс тесе, хӑрах ури ҫинче сике-сике йӗмне тӑхӑннӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк калле хывса, аяккалла ывӑтнӑ та: — Мӗн, кӑтартаймастӑп, тетӗн-и? Ак, халех ҫав вырӑнтан сикетӗп, — тенӗ.

Володя уже собирался уходить и натягивал штанишки, прыгая на одной ноге по берегу, но тут он содрал их с себя и отбросил в сторону: — А что, не покажу, думаешь? Вон сейчас с того места прыгну!

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Светлана Енилина ку енӗпе «пӗр муниципалитета та тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартаймастӑп» тесен Михаил Васильевич сасӑ хӑпартнӑ пек те пулчӗ: «Эпир 2 ҫулта йыша 10% пӗчӗклетме йышӑннӑччӗ. Ҫакна ҫирӗп сӑнаса пырӑпӑр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийӗсен штачӗсене пырса тивет. Тӗп хула уйрӑмах хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме юратать. Хӑйӗнне мар, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлемелле. Вӑхӑт — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех