Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑранташӑн (тĕпĕ: кӑранташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Биче кӑранташӑн шӗвӗр вӗҫне — ӗненмесӗр — силлесе пӑхрӗ, унтан кӗмелли-тухмалли вырӑнсем, пӳлӗм, коридорпа пусма ӳкерме тытӑнчӗ.

Биче недоверчиво пошатала его острый конец, затем стала чертить вход, выход, комнату, коридор и лестницу.

XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Семилетов, кӑранташӑн пуклак вӗҫӗпе карттӑна тӗксе, Кожанова темӗн ҫинчен хӗрӳллӗн ӑнлантарчӗ, лешӗ ӑна йышӑнмасӑр пуҫне пӑркаларӗ.

Семилетов что-то горячо доказывал Кожанову, тыча тупым концом карандаша в карту, а тот отрицательно покачивал головой.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Баширов хӑй кинжалне йӗннинчен туртса кӑларчӗ те ун ҫивчӗшӗпе кӑвак каранташне шӗвӗртме тытӑнчӗ, унӑн пӳрни ҫине кӑранташӑн кӑвак краски тӗпренсе юлать.

Баширов вынул кинжал из ножен и острым концом его начал чинить химический карандаш, оставлявший на его пальце фиолетовые следы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Карттӑна электричествӑллӑ кӑранташӑн ҫип-ҫинҫе пайӑрки ҫеҫ ҫутатса тӑнипе мана полковникӑн шинель ҫанни вӗҫӗнчи шап-шурӑ пӑнчӑ пек аллапписем анчах курӑнаҫҫӗ.

Тонкий луч электрического карандаша освещал карту, и я видел только белые пятна поверх шинели — кисти рук полковника.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Полковник татса калакан типӗ сассипе электричествӑллӑ кӑранташӑн вӑйсӑр ҫути ҫинче пире приказ вуласа пачӗ те кӑранташне сӳнтерсе лартрӗ.

Сухим, отчетливым голосом полковник прочитал нам приказ и погасил электрический карандаш.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Майӑн 1-мӗшӗ ячӗпе тӑракан колхоза пӗлтерекен пӑнчӑ ҫинче кӑранташӑн шӗвӗр вӗҫӗ тӑрать.

Точка, обозначающая колхоз имени Первого мая, лежала под острием карандаша.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тепӗр вун пилӗк минут иртсен, Листницкий, Меркулов ларнӑ пукан ҫине вырнаҫса ларса, кӑранташӑн шӗп-шӗвӗр вӗҫне кӑшт хуҫрӗ те, ӳкерчӗкӗн тепӗр енне шултра та сапаланчӑк саспаллисемпе ҫырма пуҫларӗ:

Листницкий сел на табурет, на котором за четверть часа до этого сидел Меркулов, — на обратной стороне рисунка, ломая остро очиненное жало карандаша, размашисто написал:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей унӑн ҫинҫе, пӳрнисем ҫине, кӑранташӑн шӗвӗр вӗҫӗ ҫине пӑхнипе шухӑшсен пуҫламӑшне ҫухатнӑ та хайӗн сӑмахне мӗнрен пуҫламаллине те пӗлмест.

Сергей взглянул на ее тонкие пальцы, на острое жало карандаша, потерял нить мыслей и не знал, с чего ему начать свою речь.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Давыдов ним шарламасӑр кӑранташӑн шӗвӗртмен вӗҫӗпе сӗтеле шаккакаласа илчӗ те ытарлӑн: — Эппин мӗн тума килтӗн-ха эсӗ? Эпир санӑн куҫҫульне шӑлса ярӑпӑр, терӗн-им? — терӗ те куҫӗсене ҫилӗллӗн вылянтарма тытӑнчӗ.

Давыдов в молчании постучал донышком карандаша по столу, вкрадчиво спросил: — Так ты чего приехал? Чтобы мы тебе слезы утерли? — и злобно заиграл глазами.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех