Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлсӑрланнӑн (тĕпĕ: кӑмӑлсӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫавнах тапратрӑн, — пусӑрӑнчӑклӑн, кӑмӑлсӑрланнӑн калаҫса илчӗ хӗр, — ҫав сӑмах ҫеҫ сан…

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюк асӑрхамаллах шухӑша кайса лартӑм-ши — вӑл шӑпланчӗ те ман ҫине кӑнн пӑхрӗ, кӑштах кичемленчӗ; вара вӑл эпӗ мӗн шухӑшланине чухласа илнӗн, ман шухӑшсене пӗлсе кӑмӑлсӑрланнӑн, эпӗ ҫапла шухӑшланишӗн те мар, хӑй каласа ӗнентерме пултарайманнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑн туйӑнчӗ; акӑ вӑл кинӗпе ачисем те, хӑй те Ҫтаппана мӗншӗн пӑрахса килнине ӑнлантарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапла вӗт, пепкемҫӗм, ҫапла-и? — те ыйхи тӗлӗшне, те чӗркемре чылай вӑхӑт выртнипе кӑмӑлсӑрланнӑн сасартӑк хыттӑн сас панӑ ачине сӑлкара сиктернӗ евӗр «и-и-и, и-и-и» тесе, тӑрӑшсах кӗвӗллӗн сиктерме тытӑнчӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дмитрий Сергеич характерӗ уҫӑлса пынӑ май, ҫав туйӑмра темле, ӑнланмалла енсем палӑрма тытӑнчӗҫ, вӑл хӑй мар, Вера Павловна Кирсанова мар, ун ӑшӗнче пин-пин, миллион-миллион ҫын кӑмӑлсӑрланнӑн туйӑнать, вӑл хӑйпе мар, ун ӑшӗнчи пин-пин, миллион-миллион ҫын хӑйсемпе хӑйсем кӑмӑлсӑр юлнӑ пек.

И какой странный характер стал заметен в этом чувстве, когда стал выясняться характер Дмитрия Сергеича; будто это не она, Вера Павловна Кирсанова, лично чувствует недовольство, а будто в ней отражается недовольство тысяч и миллионов; и будто не лично собою она недовольна, а будто недовольны в ней собою эти тысячи и миллионы.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех