Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлсӑрланнӑ (тĕпĕ: кӑмӑлсӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук лаши, хӑй мӗн таран ҫивӗччине кӑтартма май килменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ пек, тулхӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗншӗн кулатӑр? — кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулса ыйтать Павлик.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вильнур, паллах, кӑмӑлсӑрланнӑ, анчах тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ - вӑл ҫапах та Руся хуҫи пулса тӑнӑ, ӑна сутнӑ, тесе ҫырать «Республика Башкортостан».

Вильнур, конечно, расстроился, но произошло чудо - он все-таки стал хозяином Руси, ее продали, пишет Республика Башкортостан.

Вильнурпа Руся "Башҡорт аты" фестивале килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3382798

— Тӗлӗнтеретӗр эсир, — кӑмӑлсӑрланнӑ пек калаҫса илчӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем тӗлӗннӗ, кӑмӑлсӑрланнӑ та.

После этого горожане были удивлены и огорчены.

Хулари Нарспи ӑҫта кайса кӗнӗ? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35023.html

«Мунча вырӑнне Йӑмракассинче пӗр пӗчӗк магазин тумаллаччӗ, унта пурӑнакансем шӑрпӑк туянма та уй урлӑ утаҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑмӑлсӑрланнӑ, тарӑхнӑ самантсенче вӑл кирек хӑҫан та «шӗвӗртни» сӑмаха ҫӑвар туллин ҫавӑрттарса хурать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Э-э, — терӗ летчик, юриех кӑмӑлсӑрланнӑ пек туса, — ячӗ аван та — чӑвашла мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫамрӑк ҫын Валерия Ивановна хушамачӗ ҫапла пулнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл — урӑхла хушамат кӗтнӗччӗ пулас…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унтан кӑшт кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ялалла мар пуль? — сӑмахсене аран-аран хӗссе кӑларчӗ кӑмӑлсӑрланнӑ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫакна асӑрханӑ сестра кӑшт кӑмӑлсӑрланнӑ пек те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑмӑлсӑрланнӑ Зина, мӑн чӑматанне йӑтса, алӑка хыттӑн шалтлаттарсах тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эппей, ӗнине илчӗҫ, уҫламалӑх ҫӳпҫе тутараймаҫҫӗ, — тетчӗ вара кӑмӑлсӑрланнӑ асанне.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӑл тухса кайсанах кӑмӑлсӑрланнӑ асанне ҫапла мӑкӑртатса илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

«Тен, вӑл Элекҫей ҫинчен тапратнӑ халапа илтнӗрен мар, ытла та пысӑк хуйхӑ пусарнипе кӑмӑлсӑрланнӑ тата пуҫӗнчен хӗр шухӑшӗсене йӑлтах сирнӗ?»

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмӑлсӑрланнӑ Эдей-нойона килӗшес тесе-и, юлнӑ этемсен аллисене хыҫалалла пӑрса ҫыхма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑйне валли туалет пӳлӗмӗпех ҫырлахасса пӗлсен, Эльгеев кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл туртӑнса тӑнине сиссе, Литвинов кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Джесси ҫакна чӗнмесӗр, пуҫне пӗксе итлет; унтан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ питне ҫӗклерӗ, ун тӑрӑх хевтесӗррӗн кулакан ҫӑварӗ патнелле куҫҫуль шӑвать.

Джесси выслушала это молча, понурясь; затем подняла расстроенное лицо, по которому к слабо улыбающемуся рту скользнула слеза.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех