Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑскер (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бригадир, кӑмӑллӑскер, ача патне пычӗ те хаҫата тимлӗн пӑхса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мӑн кӑмӑллӑскер, ҫын умӗнче пуҫне каҫӑртса ҫӳреме хӑнӑхнӑскер, халӗ ял хушшинче хӑйне темле айӑпа кӗнӗн туять.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Наҫтик, яланах ӑшӑ кӑмӑллӑскер, халь пӑшӑрхана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, ырӑ кӑмӑллӑскер, кашнинпех ҫемҫен калаҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман кӑмӑллӑскер сывпуллашу самантне васкатрӗ…

Это был очень гордый цветок…

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унтрейӗ, ҫемҫе кӑмӑллӑскер, питех те мар-ха, тепӗр чух вӑл мирлешесси ҫинчен те шухӑшлакаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Ачи ку… пит кӑмӑллӑскер, — илтӗнчӗ Акӑль инке сасси.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн пурнӑҫӗн кукри-макрине вара Таранов ахаль те тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлет темелле: Маринэ, уҫӑ кӑмӑллӑскер, калаҫма ӳркенменскер, виҫӗ ҫул хушшинче хӑй ҫинчен нумай-нумай каласа кӑтартнӑ, таҫта кӑштах тем пытаратчӗ, тем хитрелететчӗ пулӗ те, анчах, тӗпрен илсен, чылай чухне тӗрӗссинех каланӑ, кун пирки Таранов иккӗленмест.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Йысна пирӗн уҫӑ кӑмӑллӑскер те, хӑйӗн чӗрине парнелеме хатӗр тепӗр чух.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Мӑн кӑмӑллӑскер ҫынсемпе хӑр-хар калаҫать, вӗсене ним вырӑнне те хумасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑй питӗ кӑмӑллӑскер.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чурӑс кӑмӑллӑскер, анчах тӳрӗ чунлӑскер, кил-ҫурт таврашӗнче шӑши тытсан, ӑна нихӑҫан та пире кӑтартмасӑр ҫиместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Шухӑ та уҫӑ кӑмӑллӑскер, ташӑ картине тухсан, хӑй облаҫне полкӗпе чапа кӑларма пултараканскер, вырӑнти Вася Теркин, тӑван киле тунсӑхлӑн, кӗрхи пӗлӗт пек уҫӑмсӑр кӑмӑлпа килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Питӗ вашаватскер, кӑмӑллӑскер.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй вӑл, мӑн кӑмӑллӑскер, шарламасть, аскерсем сунартан таврӑнсан вара хӗрарӑмсене хан ҫавӑн чухлӗ кайӑк хурпа кайӑк кӑвакал, ҫавӑн чухлӗ пакшапа кӑш вӗлерчӗ тесе савӑнса каласа кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кам хӗрӗ вара вӑл, ун пек мӑн кӑмӑллӑскер?

— Чья же это девка такая гордая да несговорчивая?

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗтерне инке йӑнӑшмасть ӗнтӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑскер, мӗнпур ӗҫе тӗплӗн тӑваканскер, ҫынна питех те тӗрӗс хак парать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗреклӗскер хӑй, мӑн кӑмӑллӑскер.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Захаров учитель ырӑ кӑмӑллӑскер иккен.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав хушӑра унӑн арӑмӗ, Детрей валли вӑрттӑн хатӗрленӗ парнепе питех те кӑмӑллӑскер, Ева Страттонӑн ӗҫ пӳлӗмӗнче ларать, ҫурт туянуҫи, — граммофон пластинкисен фабрикин директорӗ Ван-Гук голланд — нотариуспа килессе кӗтет.

Между тем, его жена, очень довольная сюрпризом, тайно подготовляемым для Детрея, сидела в рабочей комнате Евы Страттон, ожидая появления нотариуса и покупателя дома, голландца Ван-Гука, директора фабрики граммофонных пластинок.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех