Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑрах (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кунтан тӗреклӗреххи ӑҫтан тупас? — кӑмӑллӑрах пулма тӑрӑшса хирӗҫлерӗ Сидор Иванович.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Старик ытларах калаҫнӑҫемӗн унӑн сасси йӑвашрах та кӑмӑллӑрах пулса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах тепӗр кун ҫитсенех, Володя хӑйӗн туйӑмӗ пӗтнине, нимӗнле юрату та ҫуккине, вӑл пачах та пулманнине туйса илнӗ, уншӑн пулсан арҫын ачасемпе стадиона каясси «лешӗ» телефонпа шӑнкӑртаттарасса кӗтнинчен нумай кӑмӑллӑрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑш пӳрчӗн эрешӗ кӑмӑллӑрах, ҫавна суйласа ил, — терӗ Шӗшлӗ Иванӗ, пӗрене чутлама тин кӑна чарӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ушкӑнпа, юлташсемпе пӗрле пухӑнсан кӑмӑллӑрах та.

Куҫарса пулӑш

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Палӑртса хӑвармалла, бизнесменсем республика пуҫарӑвӗсене час-часах, кӑмӑллӑрах та хастарлӑрах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра экологи сферинче пысӑк инвестпроект пурнӑҫланать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... at-3257065

Хӑйне мӑн кӑмӑллӑрах тыткалать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫак роль мана хӑюллӑрах пулма вӗрентет, ҫирӗпрех, ҫирӗп кӑмӑллӑрах.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Мана, ак, консерватори нумай хут кӑмӑллӑрах та…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Им ӗҫекен ҫынсем ыттисенчен маттуртарах, кӑмӑллӑрах пулнӑ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче ытларах ырӑ ӗҫ тума тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халь хӗр куҫӗсем ун ҫине ӑшӑрах, кӑмӑллӑрах пӑхнӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Тӗне кӗнӗ ҫынпа калаҫма та кӑмӑллӑрах

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун чухне, тен, пирӗн кӑмӑллӑрах калаҫу пулӗ… —

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шехер читерен ма часрах тармастӑр? — кӑмӑллӑрах калаҫасшӑн пулчӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑнланать пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм: хӗрача_мӗн чул мӑн кӑмӑллӑрах, ҫавӑн чул ытларах каччӑ чунне вут хыптарать…

И понимает умудренная жизненным опытом женщина: чем высокомернее, неприступнее девушка, тем желаннее она для парня…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗншӗн вӑл кӑмӑллӑрах калаҫмасть, шӳт тумасть?

Почему нет былой душевности, шугливости?

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсене кура Маринен те ӗмӗтленес килет, колхозри ӗҫсем пирки ҫеҫ мар, кок-сагызпа тулӑ, вирпе йӗтӗн пирки ҫеҫ мар, туллирех, кӑмӑллӑрах ҫемье пирки те ӗмӗтленес килет.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачӑрсемпе ӑшӑ кӑмӑллӑрах пулӑр, вӗсене сахалрах вӑрҫӑр.

Будьте благосклонны к детям, меньше ругайте их.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑмӑллӑрах пулма вӗренӗр.

Учитесь быть тактичнее.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫынсемпе уҫӑ кӑмӑллӑрах пулӑр.

Попробуйте быть более открытыми и искренними.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех