Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллакансем (тĕпĕ: кӑмӑлла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суя чап-мухтавпа йӑпанма кӑмӑллакансем хӑйсемсӗр пуҫне никама та асӑрхамаҫҫӗ, пурте вӗсем ҫине хӗвел ҫине пӑхнӑ пек пӑхса киленме тивӗҫ тесе шутлаҫҫӗ.

Ведь тщеславным людям кажется, что все ими восхищаются.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унта ПР ҫыравҫисем, Дина Гаврилован пултарулӑхне кӑмӑллакансем, ПР чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Ҫак ӗҫе кӑмӑллакансем халӑх хушшинче татах та тупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Кубокне илессишӗн пушарпа ҫӑлав спортне кӑмӑллакансем 3 кун ӑмӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Спорт уявне ӗҫ коллективӗсемпе ветерансем, шкул ачисемпе студентсем тата ҫӑмӑл атлетикӑна кӑмӑллакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эстафета спортсменсен пысӑк йышне пуҫтарчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8d%d1% ... 83c%d1%82/

Эпир вара, юрра-кӗвве кӑмӑллакансем, ӑна Надежда Силпи ятпа пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ытларикун библиотекӑра ҫыравҫӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем, илемлӗ литературӑна юратакансем йышлӑ пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх чакмасть // Галина ТИХОНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11519-yr ... h-chakmast

Эпир вара, юрра-кӗвве кӑмӑллакансем, ӑна Надежда Силпи ятпа пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хоккей вӑййине кӑмӑллакансем ҫак ӑмӑртӑва кӑҫалхипе XXII хут пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрӑн ячӗ ӗмӗр асра // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Чӑваш эстрадине кӑмӑллакансем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Нимӗҫ чӗлхине кӑмӑллакансем сахал та, ну, аптрамӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла ҫынсен тепӗр йышне те хӑй майлӑ ҫавӑрать, — ҫаксен ӑнланусӑрлӑхӗ вара такам тахҫан хур тунишӗн йӑшкать, вак-тӗвекпе тата пысӑк кӳренӳпе тухма сӑлтав ҫеҫ шыракан тилӗрӳпе вӑркать; кӗскен — чунӗ тӗттӗм, сулхӑн-нӳрлӗ ҫула кӑмӑллакансем, — вӗсен шалти пурнӑҫӗ пытанчӑк, тепӗр чухне ӑнланмалла мар ӗҫсемпе яриех уҫӑлса каять; ҫакӑн никӗсӗнче, ҫапах та, тепӗр тӗнче курӑма тавӑракан тӗнче курӑм выртать — чӑн та, хӑй мӗн хӑтланнине уҫҫӑн уйлама пӗлмесӗр.

Этим привлек на свою сторону людей, бессознательность которых ноет от старых уколов, от мелких и больших обид, от злобы, ищущей лишь повода, — людей с темными, сырыми ходами души, чья внутренняя жизнь скрыта и обнаруживается иногда непонятным поступком, в основе которого, однако, лежит мировоззрение, мстящее другому мировоззрению — без ясной мысли о том, что оно делает.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хисеплӗ спортсменсемпе тренерсем, спорт юхӑмӗн ветеранӗсем, физкультурӑпа спорт тусӗсем тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем!

Уважаемые спортсмены, тренеры, ветераны спортивного движения, поклонники физической культуры, спорта, приверженцы здорового образа жизни!

Михаил Игнатьев Физкультурник кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/12/news-3636255

Дэзие кӑмӑллакансем йышлӑ, вӑрлаканни вара — Гоан Гнор; каҫ пулттипе — ку вӑхӑтра чухлама питех те хӗн: халь-халь анса ҫухалакан хӗвел ҫутинче урамӑн тусанлӑ катинче — те шыв ӗҫсе таврӑнакан вӑкӑрсем сӗкӗшеҫҫӗ, те ҫӑварне алӑпа хупланӑ хӗре йӗнер ҫине йӑтса хураҫҫӗ…

У Дэзи было много поклонников, а похитил ее Гоан Гнор вечером, когда в пыльной перспективе освещенной закатом улицы трудно разобрать, подрались ли возвращающиеся с водопоя быки или, зажимая рукой рот девушки, взваливают на седло пленницу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Томпсон фирмин ӗҫ-хӗлӗн никӗсӗнче — тӗлӗнмеллерех меслет: питӗ хытӑ ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ е ҫав тери ывӑннӑ хыҫҫӑн тӗттӗмре вӑранса кайнӑ чухнехилле — ҫын ас тӑвӑмӗ кӗске вӑхӑтлӑх ҫухалнине туять; тӑна кӗнӗскер малтанах хӑй ӑҫтине пӗлмест; сӑнарлӑха кӑмӑллакансем ҫак тӑрӑма тӑсма юратаҫҫӗ, куҫӗ умне ӳкерчӗк кӑларса тӑратаҫҫӗ: акӑ ҫутӑ ҫунма пуҫлать те — вӗсем хӑйсем халиччен пулса курман, пулса курма та ӗмӗтленмен вырӑнта-мӗн.

В основу деятельности фирмы Томпсона было положено всем известное ощущение краткой потери памяти при пробуждении в темноте после сильного отравления алкоголем или чрезмерной усталости. Очнувшийся вначале не соображает, где он находится, причем люди подвижного воображения любят задерживать такое состояние, представляя, как при появлении света они окажутся с каком-то месте, где никогда не были или не думали быть.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Хӑйсене кӑмӑллакансем — пинӗ-пинӗпе — ӑнланма йывӑр Наполеонсен легионӗсем пек ҫак вӑхӑтра йӑран чаваҫҫӗ е чечек клумби кӑпкалатаҫҫӗ.

Тысячи честолюбцев, легионы непонятых Наполеонов возделывают в это время грядки или окапывают клумбы.

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Ҫамрӑксем хушшинче капитана кӑмӑллакансем, хӑйсем капитанран тӗлӗнни ҫинчен пӗлтерекеннисем тупӑнчӗҫ.

Среди молодежи нашлись даже поклонники капитана, заявлявшие, что они восхищаются им.

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кунсӑр пуҫне, хӑйсене хӑйсем уямасӑр юратма кӑмӑллакансем хӑйсен юратӑвӗпе яланах мухтанаҫҫӗ, тиркешеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, шанмаҫҫӗ тата, калама та аван мар, ҫӑлса хӑварма май пултӑр тесе, юратнӑ ҫынсене хӑрушлӑхсем умне тӑратасшӑн, лӑплантарма май пултӑр тесе, инкексем кӑтартасшӑн, тӳрлетме — кӑлтӑклӑ тӑвасшӑн.

Кроме того, люди, склонные к любви самоотверженной, бывают всегда горды своею любовью, взыскательны, ревнивы, недоверчивы и, странно сказать, желают своим предметам опасностей, чтоб избавлять от них, несчастий, чтоб утешать, и даже пороков, чтоб исправлять от них.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хуҫасем — интеллигентсем, сире кӑмӑллакансем.

Хозяева интеллигенты, настроены к нам благожелательно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Пултарулӑх концертне хутшӑнма кӑмӑллакансем тавай халех ҫырӑнӑр!

— Желающие выступать в самодеятельности — записывайтесь заранее!

3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех