Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмакисене (тĕпĕ: кӑмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр историксем шутланӑ тӑрӑх, тӗп хулана кӑнтӑралла куҫарни тимӗр тӑприне кӑларас ӗҫпе ҫыхӑннӑ — Мероэ тавра, Напатӑпа танлаштарсан, вӑрмансем йышлӑ пулнӑ, вӗсем домен кӑмакисене хӗртме кирлӗ пулса тӑма пултарнӑ.

Другие историки считают, что перенос царства на юг был связан с добычей железа — вокруг Мероэ, в отличие от Напаты, располагались обширные леса, которые могли служить источником топлива для доменных печей.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Уринкка темиҫе ҫул аппа патӗнче шкул кӑмакисене хутса, урай ҫуса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурӑнмалли ҫуртсенчи газ кӑмакисене, плитисене графикпа тӗрӗслесе техобслуживани тумалла.

Куҫарса пулӑш

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Нумайӑшӗ лаҫ кӑмакисене те хутса янӑ ӗнтӗ, уҫӑ алӑксемпе тӗнӗ шӑтӑкӗсенчен тӗтӗм палкаса тухать.

Многие уже хлопотали у очагов, тут и там в открытые двери уходила тьма.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӗ кӗтсех тӑр ӗнтӗ: часах домна кӑмакине ӗҫе яраҫҫӗ, унтан — мартен кӑмакисене, вӗсем хыҫҫӑн вара прокат тумалли стансене те ӗҫлеттерме тытӑнаҫҫӗ.

Теперь ожидай, что скоро пустят доменную печь, а потом — мартеновскую, а за нею — прокатные станы!

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсен кӑмакисене чӑн-чӑн кирпӗчрен, чӳречисене чӑн-чӑн кантӑкран тунӑччӗ, урайӗсене те хӑмаранах сарнӑччӗ.

Они имели не только настоящие, сложенные из кирпича печи и настоящие окна, но и дощатые полы.

Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Халӑх ҫурчӗн кӑмакисене ирех хутса ячӗҫ.

В Народном доме с раннего утра топили печи.

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Урайне виҫӗ хут ҫуса тухрӗҫ, кӑмакисене икшер хут хутса ӑшӑтрӗҫ.

Трижды вымыли пол и дважды протопили печи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Рабочисем пӗтӗм ҫӗршывӗпех забастовка пуҫлани ҫинчен пӗлтерчӗҫ, станоксене чарчӗҫ, завод кӑмакисене сӳнтерчӗҫ, алла хӗҫпӑшал тытса, патша йӗркине хирӗҫ ҫапӑҫма тухрӗҫ.

Рабочие объявили всеобщую забастовку, остановили станки, погасили топки, с оружием в руках вступили в бой с царизмом за дело всего народа.

Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӗсем ку вырӑна ҫапла калама хӑнӑхнӑ, ҫурчӗ аслӑ, чӳречисем пысӑк, маччи ҫӳллӗ, кӑмакисене шурӑ кафель кирпечӗсенчен купаланӑ.

Так они привыкли называть это место, здание было просторное, с высокими потолками, с белыми кафельными печами.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Унӑн хуралма ӗлкӗреймен стенисенчен йывӑҫ шӑрши сарӑлнӑ тата кӑмакисене вӑйлӑ хутсан, стенасем ҫине сухӑр тумламӗсем туха-туха ларнӑ.

Его бревенчатые стены, еще не успев потемнеть, пахли лесом, и на них выступали капли смолы, когда печки бывали жарко натоплены.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

— Хӑш-хӑш кӑмакисене пӗр-икшер хутнӑ-ха эпӗ; пурне те хутса пӑхас пулать…

— Да я уж протапливал которые печки раза два, надо все опробовать…

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех