Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмакасен (тĕпĕ: кӑмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑм ҫынсен кӑмакасен, котельнӑйсен, ӑшӑтмалли генераторсен юсавлӑхне тимлесе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Хальлӗхе шӑратакан кӑмакасен юлашкийӗсене тупайман-ха, анчах тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, тӑм ҫинче юлнӑ шӑратнӑ кантӑк йӗрӗсем вӗсем чавса тӗпченӗ вырӑнпа юнашар вырнаҫма пултарнине кӑтартаҫҫӗ.

Пока не найдены остатки плавильных печей, но, по словам исследователей, следы расплавленного стекла на глине указывают, что они располагались где-то рядом с местом раскопок.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Эпӗ нумайччен сталеварсем, хулпуҫҫисем ҫинче пӗрер пӑт туртакан чугун муклашкисене йӑтса пырса, ҫулӑм пӗҫертнипе авкаланса илсе, чугуна кӑмакасем ӑшне ывӑтнине пӑхса тӑтӑм; кӑмакасен ҫӑварӗсенчен ҫулӑм ҫав тери хаяррӑн, ӳлесе тапса тухать, вӑл, рабочисем патне тӑсӑлса ҫитсе, вӗсене ҫунтарса ярасшӑн пулнӑ пек туйӑнать.

Я долго смотрел, как сталевары носили на плечах пудовые чушки чугуна, корчась от пламени, они швыряли чугун в пасти печей, откуда с яростью выбивался огонь, будто хотел догнать рабочих и сжечь их.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Бараксем ҫийӗнче пӗр вӗҫӗмсӗрех завод тӗтӗмӗ, кашни харпӑр хӑй тунӑ кӑмакасен сӗрӗмӗ йӑсӑрланнӑ, кӑларса ывӑтнӑ апат-ҫимӗҫ юлашкисен ҫӗрӗк шӑрши сывлама паман.

Над балаганами вечно стоял заводской дым, чад самодельных плиток, запах гниющих отбросов.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тепӗр сехетрен вӑл йӑпшӑнкаласа утса садран тухрӗ, хӗссе ыратакан чӗрепеле тахҫан хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ чечекленсе иртнӗ вырӑна, — унта халь пушӑ картиш кӑмрӑклӑ сарай юписемпе, кӑмакасен тата пӳрт никӗсӗн ҫунӑк ишӗлчӗкӗсемпе хурлӑхлӑн, та хуран курӑнса ларать, — юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӑкӑрлӑк тӑрӑх майпен утса кайрӗ.

Через час она крадучись вышла из сада, в последний раз со стиснутым болью сердцем оглянулась на место, где некогда отцвела ее юность, пустынный двор угрюмо чернел обуглившимися сохами сараев, обгорелыми развалинами печей и фундамента, — и тихо пошла по проулку.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӳртсен тӗттӗм кантӑкӗсенче тӗксӗм хӗрлӗ ҫулӑмлӑ вут-кӑвар ялкӑшса ҫунать: хутса янӑ кӑмакасен ҫутти ӳкет.

В темных окнах хат багрово полыхающие зарева огней: отсвет топящихся печек.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил пушӑ пӳлӗмсемпе кӑмакасен улакан мӑрйисене кӗрсе тулать, шӑтӑк-шатӑк, ҫурма ишӗлчек ҫурт вара сасартӑк ӑнланмалла мар сасӑсемпе хавасланса каять, — вӗсене эпӗ ирӗксӗрех сехӗрленсе итлетӗп.

Ветер забирался в пустые комнаты и в печные воющие трубы, и старый дом, весь расшатанный, дырявый, полуразвалившийся, вдруг оживлялся странными звуками, к которым я прислушивался с невольной тревогой.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех