Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмакаран (тĕпĕ: кӑмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрпӑкне тупрӗ Ҫимун, сӗтел ҫинчи чӗпкуҫе ҫутрӗ, кӑмакаран хӑйӗн ҫӑматтине туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Саншӑн пур, — пӗчӗк арчаран эрех кӗленчипе стакан тупса, кӑмакаран темле апат туртса кӑларчӗ Ҫимун, сӗтел ҫине ҫӑкӑр татӑкӗ хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑрах ҫав чӗлӗме, Иванӑн аттисене хыв, — амӑшӗ ҫавӑнтах Иван умне кӑмакаран ӑшӑ ҫӑматӑсем кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа Ҫӗпритун ялалла кайма васкамарӗ, кӑмакаран хур ашӗпе вӗри шыв кӑларса апатланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Питлӗхпе хупнӑ кӑмакаран персе тӑракан ҫуллӑ шӳрпе шӑршине пӳрте кӗрсенех сисрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫук, кӑмакаран е вучахран пушар тухман.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗвел чӳлмекрен те, кӑмакаран та тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ыран хӗвел чӳлмекрен е кӑмакаран тухать, курӑр акӑ… — хушса хучӗ Михал та.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Хӗвел, вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ҫавра питлӗ ҫӑкӑр пек, пӗлӗтелле кӑлтӑр-р-р! кусса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ӑҫтаччӗ халь куками кӑмакаран тин ҫеҫ пӗҫерсе кӑларнӑ тутлӑ-тутлӑ шӑршлӑ тул ҫӑкри…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун пек саппуна кӑмакаран алармань пек пысӑк та сап-сарӑ питлӗ ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларакан арӑмсем ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара, енчен енне сулӑнса, пуканран, кӑмакаран тыткаласа, картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара питлӗхе шӑлтӑр-шалтӑр уҫрӗ те кӑмакаран лайӑх пиҫсе, хӗрелсе ларнӑ шаркку кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Татьян аппа кӑмакаран сап-сарӑ питлӗ ҫаврака ҫӑкӑр кӑларчӗ те икӗ аллипе ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кӑнн! пӑхрӗ, кӑмакаран тытса, авӑнчӑк ҫурӑмне кӑштах тӳрлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ялти халӑх вучахра кӑвар упрассишӗн сӗм-сӗм авал тискер кайӑкла пурӑнакан ҫынсем пекех тимлӗн тӑрӑшнӑ, кӑмакаран вучаха кӑларнӑ кӑвара кӗлпе хулӑммӑн вите-вите хунӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Малтанхи кунах вӑл мана тин кӑна кӑмакаран кӑларнӑ ҫавра ҫӑкӑр тыттарчӗ те: — Ҫи, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗҫех унта, сӗтел ҫинче, пӳрт анлӑшне тӑван ен шӑршине сарса ӑшӑ, паш хӑпарса пиҫнӗ ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, сив апат-ҫырткаламаллисем те, тин ҫеҫ вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ашпа ҫӗрулминчен пӗҫернӗ кукӑль та, вӗри яшка чашӑкӗ те, чӑп тулли тултарнӑ килте вӗретнӗ сӑра кӑкшӑмӗ те («ҫутти-симӗсси», «йӳҫҫи-хӑватли» таврашӗ ку хутӗнче юри «вӑхӑтлӑ» пулмарӗ) хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тап-таса ҫуса тасатнӑ урайӗ хутнӑ кӑмакаран халӗ ҫеҫ кӑларнӑ сарӑ чӑкӑта аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Карчӑк, алӑ тытса, пӗр вӑхӑт хӗре тӗпчевлӗн тинкерсе тӑчӗ, унӑн тӑрӑ, икӗ шултра сенкер шӑрҫа пек куҫӗсенче ырӑ кӑмӑл кӳлли сӑпайлӑн чӳхеннине асӑрхасан, кӑмӑлӗпе тин ҫеҫ кӑмакаран пиҫсе тухнӑ ҫӑкӑр пек ҫемҫелсе, ӑшӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех