Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑлтӑрмач сăмах пирĕн базăра пур.
кӑлтӑрмач (тĕпĕ: кӑлтӑрмач) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Моргиана халӗ кӑлтӑрмач евӗрлӗ; унӑн вӑйӗ шухӑшпа тата тӗллевпе ылмашӑнчӗ, — кӑлтӑрмачӑн ҫирӗп хӑвӑртлӑхӗ ҫапла юлашки шанчӑксӑр ҫаврамсемпе ылмашӑнать — ӳкӗм чиккинче.

Подобной волчку была теперь Моргиана; мысль и намерение заменили ей силу, как заменяют волчку его стойкую быстроту последние безнадежные обороты — на границе падения.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Икӗ йывӑҫ кустӑрмаллӑ тем пысӑкӑш кӑлтӑрмача трактор сӗтӗрсе пынӑ, кӑлтӑрмач ҫинчен, шӑвакан ҫӗлен пек йӑлтӑртатса, шурӑ пралук сӳтӗлсе пынӑ.

Трактор тащил огромную, на деревянных колесах, катушку, и красный провод упруго разматывался и поблескивал в траве, точно ползущая змея.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса ӳксе, ҫӗрте йӑваланчӗ, ахлатрӗ, хӗстерсе лартнӑ куҫ хупанкисем хушшинчен сӑрхӑнса тухакан куҫҫульпе тӑпрана йӗпетрӗ Пахом Петрович.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫамрӑксен ушкӑнӗ ташлама чарӑнчӗ кӑна, купӑсҫӑ умне Ҫӗпритун почтальон вӗҫнӗ пек тухрӗ, кӑшт пӗшкӗнчӗ те аттисене, чӗркуҫҫисене, кӑкӑрне ҫат-ҫат ҫапса, илемлӗ кӗвӗ кӑларса тӑчӗ, унтан ҫӗрте кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма тытӑнчӗ, анчах иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнсанах ҫӗкленчӗ те, пашкаса, чӗрине тытса, кулкаласа: «Эх, ватӑлтӑм ҫав, ма хӑть хӗрӗхре ҫеҫ мар-ши», — текелесе, хӑй вырӑнне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗлетчӗ ҫав чӗрӗ чун ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе савӑнма, выляса ывӑнатчӗ те вара, кӑлтӑрмач пек хутланса выртса, ҫавӑнтах ҫывӑрса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса выртнӑ, икӗ аллине те пичӗ айне хунӑ, тилхепене пӗҫҫисемпе хӗстернӗ — пит тутлӑ ҫывӑрать лавҫи.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чӳлмексем те пӗтӗҫ, ху та кӑлтӑрмач пекех ҫаврӑнса анӑн!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӑваттӑн халь вӗсем: Прохор Петровичӑн кӑлтӑрмач пек кускалакан арӑмӗ Кӗтерук, чӑп-чӑмӑр кӗлеткеллӗ лутра кӑна сарӑ вырӑс хӗрарӑмӗ, чӑвашла аванах калаҫаканскер; Анюкпа Улюк тата кил хуҫисен ывӑлӗн мӑшӑрӗ Тоня.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Петр Васильевич, лутрарах тулли кӗлеткеллӗскер, вӑр ҫаврака пысӑк пуҫлӑскер, пӳлӗмре кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаларӗ те диван ҫине Тарановпа юнашар пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Герасим Федотовичран вунӑ утӑмра тенӗ пек ҫул урлӑ каҫнӑскер, пӗр ҫухрӑмри Тарай вӑрманӗ еннелле вутлӑ кӑлтӑрмач пек кӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул айккинчи йывӑҫсем кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анчах лешӗ ӑна асӑрхама ӗлкӗрчӗ: тахӑш самантра учӗ айне шуса анчӗ те тӗпӗр енчен кӑлтӑрмач пек кусса тухса, драгуна аялтан ҫулелле ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Суйласа илнӗ ташӑҫ сасартӑк кӑлтӑрмач пек пӗр вырӑнта ҫаврӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хырӑмӗ калама ҫук ыратнине чӑтаймасӑр вӑл ҫухӑрчӗ, кӑшкӑрчӗ, ахлатрӗ, кӑлтӑрмач пек курӑк ҫинче йӑваланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анатолие итлесе, унӑн теветкеллӗ, сӗмсӗр авантюрине «пӗҫерсе кӑларма» килӗшсе, пӗри «кӑлтӑрмач кустарса ячӗ», теприсем лӑхлатрӗҫ, ихӗлтетрӗҫ, «куҫ пӑван» савӑнӑҫӗпе чыхлана-чыхлана аллисене сӑтӑркалакансем те, хӑйма вӑрласа ҫинӗ кушак аҫи пек тутисене ҫулакаласа илекенсем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑпах ҫак юман тункатинчен пӗр кӑлтӑрмач касса кӑларса Шупашкар музейне илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вунӑ утӑм турӗ-и ҫак каппайчӑк, ҫирӗм утӑм-и… тӳпере вӗҫсе пыракан тӑрнасен сассине илтрӗ, ҫӳлелле пӑхрӗ те пӗр тӗмескерен такӑнса пӑлтӑр-палтӑр тӑрӑнса анчӗ, аллинчи витре канавалла ывтӑнса кӑлтӑрмач пек кусса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ывӑлӗ умне ҫур тултармӑш касса хучӗ, арӑмне кӑшт ҫеҫ кӑлтӑрмач пек касса илсе тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ухтиван чӑнкӑ ҫыран хӗрринченех кӑлтӑрмач пек пулса сикет те шыва путмасӑрах малалла ишсе каять.

Ухтиван прыгнул неглубоко и сразу ловко поплыл.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Стариксем курчӗҫ, лутрарах кӑна, анчах пӗвӗпе тӗреклӗ тутар ачи, Садыков, ушкӑн варрине тухса пиҫиххине тӳрлетсе илчӗ, шӑмшакӗпе сатуррӑн ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, вара, нӳрлӗ хӑйӑра тӗшӗрсе, ҫынсен умӗпе хӑвӑрт-хӑвӑрт утса ҫаврӑнчӗ, ҫавӑнтах купӑсҫӑ умне чарӑнса пӗр-икӗ хутчен урипе ҫӗр ҫине тапрӗ те кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех