Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларатпӑр (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нациллӗ колорит е халӑхсем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен калаҫнӑ чух эпир «ӗҫченлӗх», «сӑпайлӑх», «ырӑ кӑмӑл», «йӑваш» сӑмахсене ҫиеле кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Каснӑ йывӑҫа ҫак ҫул хӗррине кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӑх влаҫӗн ӑнланмалла та уҫӑ, Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынна ҫывӑх пулмалла - эсир пулӑшнипе ҫакна тӳрре кӑларатпӑр.

Публичная власть должна быть понятна и открыта для каждого жителя Чувашии, чего мы и добиваемся с вашей помощью.

Олег Николаев Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/28/ole ... lista-po-s

Ҫавсене кӑларатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Мӗнле те пулсан технологипе ыйту сиксе тухсан чи малтанах пирӗнтен ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир пӗтӗм производствосене пӗлетпӗр, вӗсене тишкерсе документсем кӑларатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Чӑвашла календарьсем сахал мар кӑларатпӑр пулин те халӑх ноябрьсемпе декабрьсене пӗлет, чӳксемпе раштавсене вара — ҫук.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Эпир ӑна шутласа кӑларатпӑр та, администраципе пӗрле эпир ӑна татса паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Эпир, ҫыравҫӑсем, айван ачапӑча пек тепӗр тесен: тетте шухӑшласа кӑларатпӑр та ҫав япала лешӗн е кунӑн хитререх тесе чӗрре кӗрсех тавлашатпӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эпир кашни писателӗн юбилей кӗнекине кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Пӗрремӗшне кӑвакал кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Ытти ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсене те куҫ умне кӑларатпӑр тӗл пулсан.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ҫӑмартана тӗрлӗ тӗслӗ пӗветсе икӗ пуҫӗнчен шӑтарса юхтарса кӑларатпӑр та хӑю-и е хитре ҫитса тирсе пӗр вӗҫӗнче илемлӗ йӑлмак тӑватпӑр, те-пӗр вӗҫне ҫакса хума йӑлӑ туса хуратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав хапха айӗнчен салмасене пурне те шутарса кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Чим, мӗнле апла? — тӗлӗнчӗ экономист, — Корнеев материалтан касса кӑларатпӑр тесе ҫыртарать вӗт.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗҫех ҫуллахи лагере кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл пӗр те пӗр сутӑнчӑк ҫын пулсан, эпир ӑна пурпӗрех тӑрӑ шыв ҫине кӑларатпӑр.

Если он окажется предателем, мы его разоблачим, как разоблачим любого предателя.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Акӑ Акчуровсен помидорӗ тытӑннӑ тӗле эпир пасара ҫӗнӗ помидор сутма кӑларатпӑр, — терӗ хӗр, татӑлнӑ сӑмаха каллех сыпса.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир гексахлоранран вӑйлӑрах наркӑмӑшсем кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

— Шухӑшлама ҫеҫ мар, ӗнелсене, мулкача йӗрлесе хӑваланӑ пек, хуса кӑларатпӑр! — терӗ те Вахлай кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗпе амӑшне мунчана хӑваласа кӑларатпӑр, — татӑклӑн пӗлтерчӗ ял Совет председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех