Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑваспа (тĕпĕ: кӑвас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшт тӑхтасан, пӳрте кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ Куҫма Иванч кӗчӗ, вара Анна Ивановна, ҫав-ҫавах чарӑнма пӗлмесӗр юмахласа, тутлӑ апатпа тата чӗкӗнтӗртен тунӑ пылак кӑваспа хӑналарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кухарка ӑна кӑваспа кашӑк пачӗ.

Работница подала ему еще квасу и ложку.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Пӗрре, ачасем ҫенӗхре кӑваспа ларакан кӑкшӑма тӳнтерсе ярсан, асламӑшӗ вӗсене аллипе ҫапкаласа илнӗ те, Поповка ялне каятӑп тесе, лав тытма тухса утнӑ.

Однажды, когда ребята опрокинули в сенях кувшин с квасом, бабушка отшлепала их и пошла нанимать лошадь, чтобы ехать в деревню Поповку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Пыршӑ-пакарта яшки, пармезонпа пӗҫернӗ макарон, кулебяка ашӗ, кӑваспа пӗҫернӗ пулӑ, килти чӗп ашӗ — ҫаксене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫирӗп йӗркепе улӑштарса пӗҫереҫҫӗ, ҫак апатсем пӗчӗк ҫуртри пӗр евӗр пурнӑҫа кӑмӑллӑ ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

Суп с потрохами, макароны с пармезаном, кулебяка, ботвинья, свои цыплята — все это сменялось в строгой очереди одно другим и приятно разнообразило монотонные дни маленького домика.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫиессе те кӑваспа йӳҫ кӑшман ҫиетӗр.

Едите-то редьку с квасом.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кӑвас сутакан бутылкӑна кружка тӗлӗнче пуҫхӗрлӗ тытать те, кружкӑн тӑватӑ пайӗнчен пӗр пайне лимон тӗслӗ кӑваспа тултарать, виҫӗ пайӗ кӑпӑкӗпе тулать.

Продавец кваса опрокидывает бутылку над кружкой, наполняя ее на четверть желто-лимонным квасом и на три четверти пеной.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех