Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсемпе (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тархасшӑн, ан макӑрӑр, тархасшӑн, ан макӑрӑр…» — пӑшӑлтатнӑ Юсуп, шывланнӑ куҫӗсемпе пӗрре карчӑк ҫине, тепре старик ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл туприсене тирпейлесе пуҫтарса хунӑ та, хӑй патне такам килессе кӗтсе кӑкӑр тулли сывласа, ҫав тери аслӑ тӗнче ҫине чакӑр куҫӗсемпе тӗлӗнсе пӑхса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Алексей пуҫне ҫӗклерӗ те Светлана куҫӗсемпе тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпир юратса курнӑ ӗнтӗ, сире те хӗрсем юратнӑ, вӗсенчен чӑн лайӑххи, тен, сирӗн мӑшӑрӑр пулӗ, апла пулсан, эсир унӑн куҫӗсемпе калаҫма пӗлместӗр-и вара, юлташӑм?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫак сӑмахсене Нонна та илтрӗ, вара вӑл, хӑйӗн ӗҫне пӑрахсах, ман умма хуллен утса пычӗ, такамран пулӑшу ыйтнӑ пек, хурлӑхлӑ куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Аташнӑ куҫӗсемпе пӗрре кӑмака ҫине, тепре Хумкка ҫине мӗскӗннӗн пӑхса илчӗ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр алӑкран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ пӗчӗк куҫӗсемпе Ылтӑн Петрукӗ, темскер пӗлесшӗн пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка, кутӑн-кутӑн чакса, пӳрте кӗчӗ те тӗлӗннӗ куҫӗсемпе Ҫимун ҫине хӑраса пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ, — арӑмӗ ҫине шывланчӑк куҫӗсемпе пӑхрӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич ҫивчӗ куҫӗсемпе Кулюкка ҫине тӑрӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ма каласа пӗтерместӗн сӑмахна, Хӗветӗр? — кӑвар пек ҫунакан куҫӗсемпе пӑхрӗ Роза каччӑ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑнӑхатпӑр, — терӗ Иванӗ, ашшӗ умӗнче именнӗ пек, куҫӗсемпе ытти хӗрарӑмсем хушшинче Сантӑрккана шыраса.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрлама чарӑнса, пуҫне ҫӗклерӗ те Сантӑркка, чӳречерен тӗлӗнсе пӑхса тӑракан Петӗрӗн кӑвак куҫӗсемпе ҫап-ҫара хыртарнӑ пуҫне курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микулана сывлӑш ҫитми пулчӗ, чӗри мӑлатук пек шаккама тытӑнчӗ: Квартальнӑй ҫӑткӑн куҫӗсемпе пӳлӗм ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп, чӑрсӑр куҫӗсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсене тинкерсе, ҫилхине силлентерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук куҫҫуллӗ куҫӗсемпе ыйткаласа ҫӳрекен ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла сӑнаса ҫаврӑннӑҫемӗн вӑл сӗтел хушшинче кантӑк пек таса кӑвак куҫӗсемпе хӑй ҫине пӑхса ларакан ачана курса тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑтранчӑк куҫӗсемпе таврана пӑхса ҫаврӑнчӗ, инҫех те мар ватӑ йӑмра сарӑлса ларнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сасартӑк хӑй ӑҫтине тата кунта мӗнле майпа килсе лекнине тавҫӑрса илчӗ те шыҫса хӗрелнӗ куҫӗсемпе ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан хӗр куҫӗсем хӑй ҫине тинкерсе пӑхакан самай ҫулланнӑ арҫыннӑн куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех