Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӑмсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
куҫӑмсӑр (тĕпĕ: куҫӑмсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах ӑс-тӑна пуянлатас тӗллевпе куҫӑмсӑр майпа Чӑваш патшалӑх педагогика университетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пӗлӗве тарӑнлатас тесе Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ.

Чтобы получить больше знаний заочно поступил в Чувашскую государственную сельскохозяйственную академию.

Ветеринарсем – ӗҫ хастарӗсем // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Каярахпа Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ак ҫӳрҫӗрте ӗҫлесе укҫа пуҫтарӗ те куҫӑмсӑр майпа вӗренӗ.

Вот накопит денег работая на севере и будет учиться заочно.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Куҫӑмсӑр майпа вӗренсе Ҫӗрпӳри педагогика техникумне вӗренсе пӗтерет.

Заочно заканчивает Цивильский педгогический техникум.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

1980 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне куҫӑмсӑр майпа вӗренсе пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Малашнехи планӗсене пире уҫса памарӗ пулин те хӑйӗн шӑпине ял пурнӑҫӗпех ҫыхӑнтарасси калаҫуран лайӑх сисӗнчӗ, мӗншӗн тесен Василий Смирнов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ, апла тӑк вӑл малашне те ял хуҫалӑх сферинчех тӑрӑшасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Куҫӑмсӑр майпа Улатӑрти ялхуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, бухгалтер профессине алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫав вӑхӑтра вӑл пуҫ мимин шыҫҫи хӑвӑрт аталанса пынине пула пуҫӗ вӑйлӑ ыратнипе аптӑранӑ, акӑлчан ҫыравҫисем хӑйсен ӗҫтешне куҫӑмсӑр майпа кӑна саламлама пултарнӑ.

Он в это время страдал от сильных головных болей в результате стремительно развивавшейся опухоли мозга, и английские писатели смогли поздравить коллегу только заочно.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Ҫавӑн пекех унта куҫӑмсӑр майпа та пӗлӳ илме май пур.

предлагает также заочное образование.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Паллах, пурнӑҫне яланлӑхах ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫпе ҫыхӑнтаракансем те пур, ку енӗпе аслӑ шкултан куҫӑмсӑр вӗренсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр вӑхӑтрах куҫӑмсӑр майпа партин Ленинградри аслӑ шкулӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илме те чӑтӑмлӑх ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

1963 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен педагогика институтне вӗренме кӗнӗ, куҫӑмсӑр майпа биологи уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Ӑна Интернет-лапамра куҫӑмсӑр майпа йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавӑт ача сачӗ Раҫҫейре палӑрнӑ // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/tavat-acha-sache- ... larna.html

Ӗҫленӗ вӑхӑтрах куҫӑмсӑр майпа ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Куҫӑмсӑр майпа Горький хулинче пӗлӗве ӳстертӗм.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Пӗлӗвне ӳстерес тӗллевпе куҫӑмсӑр майпа Арзамасри медицина колледжӗнче вӗренекен медбратӑн тӗрлӗ литература вуламалла, контрольнӑйсем, рефератсем ҫырмалла тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Зоя ӑна куҫӑмсӑр майпа вӗренсе пӗтерсе зоотехник специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Каярахпа вӑл куҫӑмсӑр майпа Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче, унтан Мускаври технологипе управленин патшалӑх университетӗнче професси пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

1980-1985 ҫулсенче Шупашкарти ял хуҫалӑх институтӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех