Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫулӗсем (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫҫулӗсем шыв пек юхрӗҫ, хут ҫине тумласа ҫырӑва ҫуллӑ пӑнчӑсемлӗ алана ҫавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юхса аннӑ куҫҫулӗсем лайӑх пӑхма кансӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Нимех те мар, куҫа ҫӳпӗ кӗчӗ, ҫавӑ ҫеҫ… — питне ал тупанӗсемпе сӑтӑрса типӗтрӗ хӗр, анчах та куҫҫулӗсем, юри тенӗ пек, тата та вӑйлӑрах шӑпӑртатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла, Андрей Андреевич тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ, анчах унӑн ҫурӑмӗ ҫине пӑхатех эпӗ унӑн куҫӗсем ҫинче чӑн-чӑн куҫҫулӗсем пулнине ӗненсе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун чухне ытла пурин ҫинчен те калаҫса ҫитермен-ха, вуланӑ хыҫҫӑн ҫынсене пӗр вӑхӑтрах савӑнтарнӑ, пуласлӑха ҫирӗп ӗненекен тунӑ тата куҫҫулӗсем кӑларнӑ документ та тухман-ха.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн куҫӗсем ҫинче — куҫҫулӗсем.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шапӑр юхса анчӗҫ вӗри куҫҫулӗсем тетрадь ҫине.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Унӑн ҫӳллӗ те тӗреклӗ пӗвӗ, ӗсӗклесе макӑрнипе, чӗтренсе илчӗ, куҫҫулӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ.

Иго большое тело сотрясалось от рыданий, слезы текли ручьем.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӳпе тӳрех кутӑнлашмарӗ, куҫҫулӗсем те шӑпӑртатса тӑкӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ашшӗ генерал, ҫапах куҫҫулӗсем тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хӑй те сисмерӗ — унӑн тулли питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шултра куҫҫулӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Коля пуҫне тата ытларах уснӑ, куҫҫулӗсем парта ҫине тумлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Савӑннипе хамӑрӑн Куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ, Пурте ӑшшӑн, кӑмӑллӑн Вӗсене чуптӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Амӑшӗн савӑннипе куҫҫулӗсем тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗнле хамӑн чӗрене касса парӑн ют ҫынна, — куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ аннен.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗчӗк ачан куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ватӑ ҫыннӑн куҫҫулӗсем юхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Лешсем тарса пӗтсен, ҫул ҫинче Хура Ҫӑлтӑр юнланса выртнине курсан пӗчӗк ачан куҫҫулӗсем тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ӑҫта ҫухалтӑн эсӗ? — терӗ те куҫҫулӗсем тухрӗҫ илемлӗ принцессӑн куҫӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Наҫтукӑн кӗҫӗн хӗрӗн, Каша ялӗнче ӗмӗрне ирттернӗ Елизавета Степановна Клементьевӑн (Головина), амӑшӗ ҫинчен каласа панӑ тапхӑрта куҫҫулӗсем чарӑнми юхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех