Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫулӗ (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш тумӗнче халӑхӑн савӑнӑҫӗ те, чӗрене пусса таракан хуйхи-суйхи те, чуна уҫӑлтаракан куҫҫулӗ те пытарӑннӑ.

В чувашской одежде скрылись и радость народа, и горькие, трогательные слезы.

Хисеплӗ Вулаканӑмӑр! // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ниҫта сывлӑм ӳкмесен те, ҫав сирень вӑрманӗнче кашни ирех сывлӑм, — ҫав хӗрача куҫҫулӗ, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Ангара юнӗ ӳкнӗ вырӑнта мар, мӗскӗн Люся куҫҫулӗ тумланӑ вырӑнта шӑтса ӳснӗ пуль кусем», — ирӗксӗрех шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Куҫҫулӗ шӑпӑр юхса анчӗ, ӗсӗклет.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ик куҫӗнчен шултра куҫҫулӗ шӑпартатса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑлӑх ачисем ҫине пӑхсан, пушшех чунӗ тӑвӑрланса ҫитет, йӳҫӗ куҫҫулӗ куҫ ҫутине ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макӑрма куҫҫулӗ юлман ӗнтӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн чухлӗ хуйхӑ ҫӳрет халь килӗрен киле, мӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхать, шуралман ҫӳҫе шуратать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Таттуҫ аппан тӑрӑхла пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ, шӑпӑртатса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ тупӑм капланса килнипе Иванӑн куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан куҫӗнчен савӑнӑҫ куҫҫулӗ сӑрхӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук куҫӗнчен савӑнӑҫ куҫҫулӗ юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукпа Кӗтерук куҫӗсенчен куҫҫулӗ типме те ӗлкӗрейменччӗ — вӗсем патне пуп пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл темӗн каласшӑнччӗ, кӑшкӑрасшӑнччӗ, сассине куҫҫулӗ пӳлсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук чӗри ҫав-ҫавах ҫунма чарӑнмарӗ, куҫҫулӗ типмерӗ пулсан та, хӑйне хӑй алла илме ӗлкӗрсе кӑмӑллӑн ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах куҫҫулӗ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкишӗн юхтаракан куҫҫулӗ типме ӗлкӗричченех ӑна тепӗр инкек ҫапса хуснӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшӑр куҫӗнчен куҫҫулӗ юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Автобус вырӑнтан тапрансанах хӗрарӑм чӗри хӗссе-ыратса илчӗ, куҫҫулӗ те пӑчӑртанса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Улькан пичӗ тӑрӑх юхакан куҫҫулӗ хунар ҫутинче хаклӑ чул пек йӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех