Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫунтан (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сана ҫакӑн хыҫҫӑн та юратмастӑп мар, каҫаратӑп эсӗ ҫӑмӑлттайла хӑтланнине, анчах, юрататӑп тесе, текех сан куҫунтан пӑхса ларассӑм ҫук».

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Куҫунтан пӑхса тепре каласчӗ Еплерех савни ҫинчен сана!

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.

Ӑҫта каян, савни, эс манран уйрӑлса, Ик хура куҫунтан куҫҫульне юхтарса?

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хумханнипе манӑн куҫҫуль тухрӗ: «Юхса тухрӗҫ куҫунтан куҫҫулӗсем, санӑн ҫар кӗпин сӑранланнӑ пирне сӑрӑхмасӑрах шӑпӑртатса анчӗҫ», терӗ Виктор шӳтлӗн.

Я был взволнован до слез, Виктор с шутливой напыщенностью сказал: — Слезы полились из твоих глаз и поскакали, не впитываясь задубелой материей твоей военной рубахи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Саньккасем тепӗр хӗр вӑрласа килеҫҫӗ паян, Ваньккаран пӗр утӑм та ан юл, куҫунтан ан вӗҫерт.

Сегодня ребята привезут ещё одну девушку, от Ваньки ни на шаг не отходи, стереги.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Куҫунтан куҫҫуль те тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.

17. Если скажешь в сердце твоем: «народы сии многочисленнее меня; как я могу изгнать их?» 18. Не бойся их, вспомни то, что сделал Господь, Бог твой, с фараоном и всем Египтом, 19. те великие испытания, которые видели глаза твои, [великие] знамения, чудеса, и руку крепкую и мышцу высокую, с какими вывел тебя Господь, Бог твой; то же сделает Господь, Бог твой, со всеми народами, которых ты боишься; 20. и шершней нашлет Господь, Бог твой, на них, доколе не погибнут оставшиеся и скрывшиеся от лица твоего; 21. не страшись их, ибо Господь, Бог твой, среди тебя, Бог великий и страшный.

Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех