Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
куҫсӑр (тĕпĕ: куҫсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑр тунӑ пӑшалӑр ҫурӑлса кайсан Санька кӗҫ куҫсӑр юлатчӗ…

А самопал у вас разорвало, и чуть глаз Саньке не выбило…

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ суккӑр ачан сӑн-питне пӑхкалама пуҫларӑм, анчах мӗн калас-ха манӑн унӑн куҫсӑр питне пӑхнипех?..

Итак, я начал рассматривать лицо слепого; но что прикажете прочитать на лице, у которого нет глаз?

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

11. Ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пултӑм, мана вара хампа пӗрле пыракан ҫынсем алӑран ҫавӑтса Дамаска илсе ҫитерчӗҫ.

11. А как я от славы света того лишился зрения, то бывшие со мною за руку привели меня в Дамаск.

Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Суккӑрсем пек, хӳмене хыпаласа ҫӳретпӗр, куҫсӑр юлнӑ пек, хыпашласа пыратпӑр; кӑнтӑр кунӗнчех, каҫ сӗмӗ ҫитнӗ пек, такӑнатпӑр, чӗррисем хушшинче вара — вилнисем пек.

10. Осязаем, как слепые стену, и, как без глаз, ходим ощупью; спотыкаемся в полдень, как в сумерки, между живыми - как мертвые.

Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Товит куҫсӑр пулса ларнине пӗлсессӗн вара хурланса йӗнӗ.

Но, услышав, что Товит потерял зрение, опечалился и плакал;

Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑрах урасӑр, хӑрах куҫсӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Куҫсӑр юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫсӑр юлтӑн-им, ывӑлӑм?..

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑлхасӑр, куҫсӑр мар вӗт эп.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тарҫине шанакан хӑрах куҫсӑр, ачине шанакан сӗм-суккӑр пулнӑ тесе ахаль каламан иккен ваттисем.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам куҫсӑр пулнӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Неушлӗ куҫсӑр пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйӗн куккӑшӗ тӗрмене мӗншӗн лекнине Таранов пӗлет: пӗр улах хваттерте юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ чух Сехмет Сантӑркки сӑнӳкерчӗк ҫинчи Сталинӑн икӗ куҫне те ҫӗҫӗпе чиксе шӑтарнӑ: «Эс халӑха вырӑс патшисенчен те ытларах инкек кӑтартатӑн, тӗнче ҫине пӑхма вӑтанмалла сан — ҫакӑнта та пулин куҫсӑр юл!» — кӑшкӑрнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Куҫсӑр Мишша патне ирхине кайсан, кӑнтӑрла ҫитнине пачах та сисместӗн: сӗрме купӑспа консерватори пӗтернӗ тепӗр музыкантран пӗрре те начар мар калать.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫӗнӗ куна савса, тин ҫеҫ сӑмсаланакан таса, сенкер кун ҫутине ачашшӑн ытамласа ҫупӑрлакан, нарланса ҫиҫекен хӑчӗ-имӗ ҫук йывӑҫлӑ, таттисӗр вӑрман хура шӑпаллӑ тӑр пӗччен ҫыншӑн ҫав-ҫавах хӑлхасӑр, куҫсӑр юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акка куҫсӑр тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл куҫсӑр ашшӗпе амӑшӗ авланма сӗннине аса илет те вӗсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтересси ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн курӑн, мӗн курӑн куҫсӑр пулсан?

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пачах куҫсӑр вӗсем.

У них вообще нет глаз!..

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӑх ӗнси ҫинче пурӑнма ни чӑлах мар эпӗ, ни куҫсӑр мар.

Я что, калека, чтобы жить за счет людей?

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех