Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫул ҫинчи ҫынна ҫывӑхрах, юнашарах пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем, тепӗр чухне алӑ тӑссан та алӑ ҫитмелле пек, анчах ҫук ҫав, чип-чипер куҫсемех улталаҫҫӗ иккен сана.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Эх, епле лайӑхчӗ ун чухне, — тӑсрӗ вӑл сӑмахне; ман умра хамӑн асаилӳринчен те лайӑхрах пек туйӑнакан ҫав кулах, ҫав куҫсемех йӑлкӑшаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Амӑшӗ тӗслех теме май пур пек ӑна: ҫав именчӗк кӑвак куҫсемех, мӑнтӑркка питҫӑмартийӗсем пӑч шӑтаҫҫӗ.Он был чем-то похож на мать: те же застенчивые голубые глаза, такие же ямки на пухлых щеках.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Мӗн тери меллӗ те тӗрӗс пулчӗҫ унӑн хусканӑвӗсем ҫакна тунӑ чух, мӗн тери витӗр пулчӗҫ унӑн куҫӗсем ҫул ҫинче шӑхӑрса хускалма та тытӑнакан юр ҫине пӑхнӑ чух, анчах мӗн тери хӑюсӑр пулчӗҫ ҫав куҫсемех каялла — Коля ҫинелле — ҫаврӑнса пӑхнӑ чух.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Хушӑран Горчакова та ҫутӑ кӑвак куҫӗпе ун ҫине ачашшӑн та туслӑн йӑлкӑшса пӑхса илчӗ, анчах ҫав куҫсемех Горчаковӑн хура пичӗ ҫинелле ывтӑннӑ чухне йӑлтах урӑхла ҫутӑ сӑрхӑнтарнине курнипе Листницкий чӗри темле ҫӑмӑллӑн та кӳренӳллӗн ыратса килчӗ…
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра Григорий, ӑнсӑртран тенӗ пек, кил хуҫи ҫине пӑхса илчӗ те унӑн куҫӗсем ҫиҫӗм вӑхӑтӗнчи евӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлатса хупӑннине асӑрхарӗ; куҫ хӑрпӑкӗсем ик еннелле сирӗлсе уҫӑлсан вара ҫав куҫсемех Григорий ҫине урӑхла — кӑмӑллӑн та ытараймасӑр тӗмселсе пӑхнӑ пек пӑхма тытӑнчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Артамашов ӳкӗте кӗртме тытӑнчӗ, куҫсем унӑн ырӑ куҫсемех тесе турӑ ячӗпе тупа туса каларӗ.Артамашов стал уговаривать, божился и говорил, что глаза у него добрые.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1